Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анастасия Мазурова - «Куракансем кăмăлланă пике» номинаци çĕнтерÿçи

10:55 18 декабря 2023 г.

  Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Раҫҫей чăваш пики – 2023» иртрĕ. Конкурса 18 хĕр хутшăнчĕ.

 Пирĕн Комсомольски округĕн чысне Анастасия Мазурова хӳтĕлерĕ (хатĕрлекенĕ Йăлмахва культура ҫӳрчĕн пултаруллăх ертӳҫи Смирнова Руфина Васильевна). Ҫăмăл мар ăмăртура «Раҫҫей чăваш пики – 2023» ята Тутарстан хĕрĕ Юлия Еремеева тивĕҫрĕ. Конкурсра «Чăваш пики», «Вице чăваш пики» тата 5 номинаци пулчĕ.  Конкурса хутшăннă пикесене дипломсем парса чысларĕҫ.

  Анастасия чи сумлă «Куракансем кăмăлланă пике» номинацине ҫĕнсе илчĕ. Вăл пур енĕпе те питĕ пултаруллă та маттур пулчĕ: чăваш апат – ҫимĕҫĕ ҫинчен тĕплĕн каласа пачĕ, хăйĕнпе паллаштарнă (визитка), ыйтусене хурав панă чух та, творчество конкурсĕнче те хăйне лайăх енчен кăна кăтартма пултарчĕ. Маттур хĕрĕн амăшĕ, Ирина Ивановна Смирнова, Йăлмахва ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Халĕ тăван ялта Настьăн кукамăшĕпе кукашшĕ тата тăванĕсем пурăнаҫҫĕ.

  Анастасия Ҫĕнĕ Шупашкарти кадетсен лицейĕнче 10-мĕш класра вĕренет, вĕренӳре питĕ аван ĕлкĕрсе пырать. Шкул президенчĕ пулса тăрăшать. Вăл - Чăваш Республики пуҫлăхĕн стипендиачĕ.

  Настя пултаруллă, тӑрӑшуллӑ, пуян чун-чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ кулӑллӑ, тарават, илемлӗ те сапӑр пике. Мĕн пĕчĕкрен юрлама, ташлама юратать. Вăл 3-мĕш класранпах «Химки» культура ҫӳрчĕ ҫумĕнчи «Шевле» ушкăна юрлама ҫӳрет, паллă юрăҫсемпе концертсене хутшăнать, хăйĕн пултаруллăхĕпе куракансене савăнтарать.

 Унăн пултаруллăхне куракансем хаклани, пирĕн пикене кăмăллани пуринчен те хаклăрах, мĕншĕн тесен ăмăртăва хутшăнакансене чи малтан вĕсем хак параҫҫĕ. Конкурс-ӑмӑртусене хутшӑнни вӑй-хала ҫирӗплетет, пултарулӑхпа ӑсталӑха, хастарлӑха ӳстерет. Пултарулӑх "картлашкипе" ҫӳлерех хӑпарма пулӑшать.

  Настьăна илемлӗ, чаплӑ уявра хутшӑнса ӑсталӑхне кӑтартнӑшӑн ӑшшӑн саламлатпӑр. Каҫал ен чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн чунтанах тав тӑватпӑр. Вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем туса пыма, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне алла илме, хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫынсене савӑнтарса тӑма ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Кайнлыкский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика