Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асанкассинче пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ, вӑрҫӑ ачи Ксения Андреевна Филиппова паян 90-ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.

16:01 26 июля 2023 г.

Асанкассинче пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ, вӑрҫӑ ачи  Ксения Андреевна Филиппова паян 90-ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.  Ксения Андреевна, Андрей Захаровича Елена Дмитриевна Козловсен ҫемьинче, 1933-мӗш ҫулхи июль уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ачалăхĕ унăн хаяр вăрҫăн йывăр вăхăтне лекнĕ. Аслисемпе пӗрле весем те пур ӗҫе те хутшӑннӑ, ҫурлапа тырӑ ҫулнӑ, кӗлте ҫыхнӑ,ҫум ҫумланӑ.... 1955-мӗш ҫулта Иван Якимович Филипповпа пӗрлешнӗ. Вӗсем тӑватӑ ача ҫитентӗрсе вӗрентсе кӑларнӑ, тӗрӗс воспитани панӑ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ. Ксения Андреевна мӗн пенсине кайичченех тӑван колхозра вӑй хунӑ, пенсине тухсан та чылай ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл вӑрмана ҫӳреме питӗ юратнӑ. Паянхи кун ветеран ывăлĕн çемьипе килĕштерсе пурăнать. Ватă çуллахи кунсенче килти хуçалăхра тăрмашать чăх-чĕпсемпе вăхăтне ирттерет, пахчана тухса ларать. Хĕллехи вăрăм каçсенче ал-ĕçĕ тума юратать, алса-нуски çыхать.Паянхи пурнăçпа та интересленсех тăрать, радио итлет, хаçат-журнал вулать. Хальхи вӑхӑтра та ял ҫумӗнчи вӑрмана уҫӑлма, кӑмпа татма ҫӳрет. Паянхи кун ăшпиллĕ те тарават асанне-кукамая 9 мӑнукпа 10 мӑн мӑнук куҫ тулли  савăнтараççĕ.
«Ачалăх тата ҫамрăклăх вăрҫăн йывăр ҫулĕсенче  иртрĕ.  Паянхи кун телейлĕ тетĕп эпĕ хама: ачасем ырă-сывă ӳссе ҫитĕнчĕҫ, пурте ҫемьеллĕ, ҫителĕклĕ пурнăҫпа пурăнаҫҫĕ,ачасемпе мăнуксем килсех ҫӳреҫҫĕ, ырлăхра пурăнатпăр халĕ» - тет Ксения аппа савăнăҫ куҫҫулне шăлса.
Çак савăнăçлă куна паллă тума
Асанкасси  ял тăрăхне тирпей илем тата территорисен аталанавен управлениӗн ертӳҫи  Николай Николаевич Карпов, Асанкассин культура ĕçченĕсем тата çывăх çыннисем пуçтарăнчĕç. Николай Николаевич Раççей Президенчĕ Путин Владимир Владимирович янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Асанкасси культура ҫурчĕн ĕçченĕсем юбиляра саламласа  хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.
Уяв вĕçĕнче Ксения Андреевна хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса сывлăх сунчĕ.

Асановский территориальный отдел Управления благоустройства и развития территорий администрации Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика