Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнăç çулĕ кĕнекепе вăрăм та телейлĕ

10:53 22 марта 2014 г.

     Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан 8 теçеткерен каçнă Ласточкина Анфиса Ильинична пĕрре те килте тунсăхласа ахаль лармасть. Пушă вăхăтра вара аллине кĕнеке тытать. Мĕн чухлĕ кĕнеке вуламан-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче? Пуринчен ытла вăл чăваш писателĕсен кĕнекисене вулама юратать. Килĕнче кĕнеке шкапĕнче Н.Мранька, К.Турхан, А.Артемьев, К.Иванов, Çĕçпĕл Мишши кĕнекисем тирпейлĕн упранаççĕ. Шкап туллиех кĕнеке. Чăваш радиовĕпе е хаçатра пĕр-пĕр çĕнĕ кĕнеке тухни çинчен пĕлсенех çав кĕнекене тупса вуласшăн çунать Анфиса Ильинична. Пĕр-ик çул каярах ялти вулавăш çуртĕнчен илсе тăратчĕ, шкултан илсе килетчĕ. Хальхи вăхăтра кĕнекесене кÿршĕсем илсе килсе параççĕ.

     40çул ытла ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ учитель пĕлÿ çуртне халь те час-час çÿресе чăваш çыравçисен кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартать. Ăшă кăмăл –туйăмлă, лăпкă, ĕненÿллĕ калаçăвĕ пирки вĕренекенсем ăна тимлесе, шухăша кайса итлеççĕ. Анфиса Ильинична чăваш поэзине чунтан юратакан çын. Кашни уявах вăл тĕрлĕрен сăвă вĕренет, вĕсене чуна пырса тивмелле каласа парать. «Хыпар», Каçал ен» хаçатсем, «Тăван Атăл» журнал та çырăнса илет аслă учитель, вуламасăр пĕр кун та иртмест унăн. Ялти ытти çынсем пекех çу каçипех пахчаран кĕме пĕлмест, хурт-хăмăр та 60çул ытла тытса тăрать. Юратнă амăшне ачисем килсе савăнтарсах тăраççĕ.

     5ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе Г.Г.Голландцевпа. Ачисене те кĕнекепе туслă пулма хăнăхтарнă амăшĕ. Вĕсем пурте тивĕçлĕ пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă, мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем парнеленĕ савса пил панă амăшне. Кĕçĕн ывăлĕ Василий-саппасри офицер, Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннă, Грузинче те пулнă. Вăл кире пуканĕ йăтассипе спрот мастерĕ. Ачасем кĕнекерен ютшăнни питĕ пăшăрхантарать кĕнеке тусне. «Кĕнекесĕр пĕлÿ çук. Кĕнекепе туслашмаллах, çамрăк ашшĕ-амăшĕсен хăйсен те ачисемпе пĕрле вуламалла, ырă пулăма ачана пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Паянхи ачасем библиотекăна çÿремесĕрех, ырра вĕрентекен кĕнеке вуламасăрах ÿсеççĕ. Эпир вулав çуртне çÿресе ÿснĕ. Аслисене хисепленĕ, вĕсемпа сăпайлă пулнă, ĕçрен те хăраман. Халь ак ялти библиотека та туллин ĕçлемест, ялта культура çурчĕ те çук, çамрăксем те ялта сахал, ял ватăлать».

     Вăрçă хыççăнхи асап тÿснĕ ĕç ветеранне «Çут ĕçĕн отличникĕ», «Аслă учитель» ятсемпе, медальсемпе чысланă. Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш Республикин профессионал писателĕсен союзĕ, Чăваш наци конгресĕ Ласточкина Анфиса Ильиничнана чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120çул çитнине халалланă «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр!» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа диплом парса чысланă. «Нарспи» кĕнекене Патăрьел педагогика училищĕнче пĕлÿ пухакан аслă тетешĕ илсе килнĕ, шыв пек юхакан сăвăсене вуланăçĕмĕн вулас килнĕ.Çавăнтан вара сăвă кĕнекисем çамрăк хĕрачана тыткăнланă та, халĕ те пурнăç çулĕпе мăнаçлăн пыма пулăшаççĕ.

Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика