Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ваттисен кунĕ иртрĕ

15:16 23 октября 2013 г.

Кĕрхи ĕçсене пĕтерсен кашни çулах «Искра» колхоз правленийĕ Ваттисен кунне ирттернĕ. Кăçалхи çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсене чылай чăрмав кÿчĕ. Çавна пула уяв ирттересси каярах юлчĕ.

Нумаях пулмасть тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем «Искра» колхоз столовăйне пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах колхоз председателĕ А.Н. Зайцев ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, хальхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе ветерансен совечĕн председателĕ Л.М. Макарова калаçрĕ. Вăл, шкул директорĕ пулнă май, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Уява малалла вăл ертсе пычĕ.

Ватăсем уйрăмах шкул ачисен саламĕпе кăмăллă пулчĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен пултаруллă ачасем тĕрлĕ юрă-ташăран пуян концертпа савăнтарчĕç. Уйрăмах хăнасене 4-мĕш класра вĕренекен ачасем асанне-кукамай çинчен çырнă сăвăсене вулани килĕшрĕ. Хăйсен мăнукĕсене ыттисем хушшинче курсан тата ытларах савăнчĕç ватăсем.

Пĕр-пĕрне чылайранпа курманскерсем, малалла ăшă калаçăва сĕтел хушшинче тăсрĕç. Хисеплесе çакăн пек уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн пурне те тав турĕç ветерансем.

Комсомольский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика