07:32 27 июня 2022 г.
«Чăваш Çершывě ватă та вăл, ěмěр çамрăк та».
Тěрлемес ял вулавăшěнче ачасем валли литература каçě иртрě: «Чăваш Çершывě ватă та вăл, ěмěр çамрăк та» темăпа. Библиотека ěçчене Людмила Павлова ачасене Чăваш Çершывěн историйепе паллаштарчě. Пирěн тăван республикăмăр нумай çул хушшинче утса тухнă çул-йерте Раççей историйěн пысăк пěлтерěшлě тапхăрěсěмпе Раççей шăпи тěкěр çинчи пек уççăн ӳкерěннě. Çак çул-йере тишкерсен пирěн мăнасланмалли сахал маррине куратпăр. Малалла библиотека ěçчене çěне кěнекесемпе паллаштарчě: «Чăваш Çершывě ватă та вăл, ěмěр çамрăк та», О. Васильева «Шупашкарпа паллашар. Прогулки по Чебоксарам». «Паттăр юмахěсем. Богатырские сказки», П. Хусанкай «Ку мěскер? Угадайте, кто?», «Чăваш халапěсенчи сăнарсем. Герои чувашских мифов», «Мулкач юмахěсем. Сказки о зайчике», «Чăваш енри халăхсен юмахěсем. Сказки народов Чувашии», М. Козлов «Икě упа çури. Два медвежонка», Л. Фёдорова «Ěмěр вěрен. Век живи, век учись», Н. Васильева «Кил хуралçи уява чěнет. Сказки маленького домовёнка». Çак кěнекесем çамрăк вулакансене: Элина тата Элиза Михайловсене пите килешрěç.
Тюрлеминский территориальный отдел Козловского муниципального округа Чувашской Республики