14:28 30 ноября 2022 г.
Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, –
Унта пин-пин ҫулсен йӗрри,
Унта хӑват илет ҫӗнни,
Ҫынсем ӗмӗртенпе кӗтни.
Тĕрӗ - чӑваш эрешӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланать. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси-ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗррӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ.
Чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявлатпăр. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ҫак куна халалласа Карачри Культура çуртӗне «Чăваш тӗррин асамлăхӗ ӗлӗкхи чăваш кӗписемпе ал шăллийӗсенче» курав йӗркелерӗмӗр, «Асанне арчи» ăслăлăх сехечӗ ирттертӗмӗр. Куравра ялти ăстасен тӗрлӗ ӗмӗрти тӗртсе тата тӗрлесе тунӑ ал ӗҫӗсемпе тӗрӗллӗ япалисем пулчӗç. 20-мӗш ӗмӗрти чӑвашсен эрешӗсемпе капӑрлатнӑ саппун, кӗпе тӗррисем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра илемлетнӗ ал шӑллисене, тухья, хушпу, мӑй ҫыххи те курма май пур кунта.
Эпир – чӑваш тӗрри управҫисем, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗсем, унӑн сумне ҫӗклекенӗсем.
Карачевское сельское поселение Козловского района Чувашской Республики