Карачевский территориальный отдел Козловского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунӗ

10:00 06 октября 2022 г.

Юпа уйăхӗн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне паллă турăмăр. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ăна халалласа Карачри Культура çуртне ку тăрăхри ялти ватăсем кăçал та самаях пухăнчĕç.Унта вĕсем уяври пекех савăк кăмăлпа хутшăнчĕç. Çавăн пек пултăр тесе Карач ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Ю.А.Петров, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхӗ Е.Г.Плотникова, культура ĕçченĕсем тăрăшни куç кĕрет.Уява асăннă ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Ю.А.Петров уçрĕ, Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхӗ Е.Г.Плотникова та ватăсене ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, мирлĕ тÿпе, телей сунчӗ. Ваттисен кунĕ ячĕпе саламлама уява Куславкка район администрацийӗн вӗрентӱ пайӗн пуçлăхӗ И.А.Ларионова, Чӑваш Республикин Куславкка муниципалитетӑн 14 – мĕш округ депутачĕ Э.Г.Выйгетов та килсе çитрӗҫ.

Аслă ăрурисен кунне халалланă концерт кашнинех килĕшрĕ. Çакăн пек пĕрле пухăнса вăхăта савăнăçлă ирттернипе ял çыннисем кăмăллă пулчĕç. Тĕл пулусене ытти уявсенче те малашне татах ирттерме килĕшрĕç вĕсем. Пӗрле пухăнса пӗр-пӗрин ӗмӗт-шухăшӗпе паллашни малашлăха хавхалантарать, чуна уçать, кăмăла çӗклет.

 

Карачевское сельское поселение Козловского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика