Чувашско-Тимяшский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш-Тимеш ялĕнчи Шăмăшки урамĕнче Çĕршыва Хÿтĕлекнсен кунне халалланă спорт уявĕ иртрĕ

00:00 26 февраля 2013 г.

Чăваш-Тимеш ялĕнчи Шăмăшки урамĕнче Çĕршыва Хÿтĕлекнсен кунне халалланă спорт уявĕ иртрĕ

  

Иртнĕ вырсарникун, нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш-Тимеш ялĕнчи Шăмăшки урамне йĕлтĕр спортне тата сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Çĕршыва Хÿтĕлекнсен кунне халалланă спорт уявне йышлăн пухăнчĕç.

Шăмăшки урамĕнче пурăнакансен çак уява ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Прокопьева тата херарăмсен канашĕн членĕ Зоя Николаева пуçарса йĕркелесе пынипе уява кăçал виççĕмĕш хут ирттерчĕç. Çулран-çул уява хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать, кăçал çитмĕл çынран та ытларах пухăнчĕç ăмăртуçăсем. Шăмăшки урамĕнче пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ урамсем те хастар хутшçнчĕç çак ăмăртусенче.

Уява йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕпе уçрĕç. Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмлĕ ушкăнсем çине пайланса хăйсен вăйĕсене пĕр-пĕрин хушшинче тĕрĕслерĕç. Ăмăртăва çичĕ çулти ачасенчен пуçласа çитмĕл çулхи çынсем хутшăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсене ял поселенийĕн администраци грамотисене парса чысларĕç. Зоя Михайлова, хĕрарăмсен канашĕн членĕ, ăмартуçăсенчен чи кĕçĕннине - Дима Сюдамова, тата чи аслине – Полина Захарована ятарлă кучченеçсемпе чысларĕ.

Икерчĕсемпе тата конфет-печенисемпе чей ĕçсе сăйланнă хыççăн пухăннисем тĕрлĕ енлĕ хĕрÿ ăмăртусене пуçăнчĕç. Николай Прокопьев йĕркеленĕ «Шакăлча» вăйă аслисене те кĕçĕçннисене те кăмăла кайрĕ. Михĕпе сиксе, вĕрен туртса, çын ларнă çунана туртса вăй виçрĕç* футболла вылярĕç.

Шăмăшки урамĕнче вăйă-кулă сасси каç кÿлĕм кăна шăпланчĕ. Çак кану кунĕ спорта юратакансемшĕн савăк кăмăллă уяв пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
429707 Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Чувашские Тимяши ул.Школьная, д.13
Телефон: 8(83538) 2-72-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика