13:25 28 декабря 2023 г.
Раштав уйăхĕн 28- мĕшĕнче Пучинке салире пурăнакан Яков Игнатьевичпа Ульяна Васильевна Красновсем пĕрле пурăннин 50 çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Красновсене ылтăн туйпа Пучинке территории пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов тата ветерансен канашĕн председателĕ Ираида Владимирова саламларĕç.
Яков Игнатьевич нумай çул хушши «Красный партизан» колхозра водитель пулса ĕçленĕ. Ульяна Васильевна ĕмĕр тăршшĕпех сывлăх хуралĕнче тăрăшнă.
Вĕсем виçĕ ача ура çине тăратнă. Халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Ялти хисеплӗ мӑшӑра ылтӑн туйпа чӗререн ӑшшӑн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, Атӑл шывӗ пек вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр. Уяв ячӗпе!!!
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района