10:25 17 ноября 2023 г.
Юнкун, чӳкӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш наци вулавӑшӗнче Мария Ильинична Иванова (Евдокимова) ҫырнӑ "Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем" кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ку пулӑм ҫинчен маларах пӗлтернӗччӗ. Хамӑр ялтан та делегаци ҫитсе курчӗ унта: Ираида Федотова, Алина Максимович, Эльвира Анисимова, Аркадий Иванов тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.
Мария Ильинична тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ҫак вулавӑшра чылай ҫул хушши ӗҫлесе хисепе тивӗҫнӗ, вулавӑш ӗҫченӗсем мӗнлерех хапӑл туса йышӑннинче, мероприятие хатӗрленсе ҫуллӗ шайра ирттернинче, вулавӑш ертӳҫи Роза Лизакова хӑй те пырса пӗтӗм кӑмӑлтан кӗнеке авторне саламланинче аванах палӑрчӗ ҫакӑ.
Сумлӑ та тивӗҫлӗ хӑнасем те чылайӑн пынӑ: Чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, вӑлах кӗнекене майласа калӑплама пулӑшнӑ; Чӑваш халӑх артистки, Йӗпреҫ ентешлӗхӗн ертӳҫи Антонина Краснова; чӑваш филологи тӗпчевҫи, ҫыравҫи, литература критикӗ Александр Мефодьев; Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн хӗрӗ Ольга Ухсай; Чӑваш Радиора ача-пӑча передачисен редакторӗ пулса нумай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Галина Вастрюкова; пукане театрӗн актерӗ Геннадий Кириллов; чӑваш поэчӗ Василий Кервен...
Ҫирӗклӗ ялӗнче ӳснӗ, автора ачаранах пӗлнӗ ҫынсем, унпа ҫуммӑн вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем килме вӑхӑт тупнӑшӑн Мария Ильинична чунтан савӑнчӗ.
90 урлӑ каҫнӑ пулсан та, ҫыравҫӑ тӗлӗнмелле йӑрӑ та маттур, куҫӗсем те ҫиҫсе тӑрӑҫҫӗ. Унӑн тӑван аппӑше Зинаида Акчурина 94 ҫинчен пырать, калаҫма тӑрсан сӑмахӗсенче ӑҫтан тупать-ши? Тарӑн та илемлӗ шухӑшӗсене итлеме киленӳллӗ.
Залра чӗрӗ кӗвӗ янӑрарӗ: Зинаида Ильиничнӑн мӑнукӗ Евгения флейтӑпа выляса савӑнтӑрчӗ.
Хӑнасем кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ, ҫыравҫӑна ырлӑх-сывлӑх сунса чӗререн тав турӗҫ.
Фоторепортаж с презентации
https://vk.com/album-203238073_301791409