09:14 17 ноября 2023 г.
Пучинке культура ҫурчӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене халалласса пуху иртрӗ. «Красный партизан» колхоз председателӗ Николай Иванов ял ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламларӗ, пурне те ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, тӗрлӗ наградӑсемпе саламласа хавхалантарчӗ.
Ял ӗҫченӗсене ӑшӑ сӑмахпа Пучинкери культура ҫурчӗн заведующийӗ Юрий Арсентьев та саламларӗ тата Петровсен, Алексеевсен ҫемйисене район шайӗнче иртнӗ конкурсра «Ҫулталӑк ҫемйи-2023» хутшӑннӑшӑн дипломпа, парне парса чысларӗ.
Малалла ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем валли К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артисчӗсем «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» икӗ пайлӑ камит лартса пачӗҫ, режиссерӗ Валерий Карпов.
«Спектакльсем лартса халӑха малалла та савӑнтармалла пултӑр» - тесе сунчӗ «Красный партизан» колхоз председателӗ Николай Иванов.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района