11:35 10 октября 2023 г.
Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Пучинке салинче пысăк уяв иртрĕ: Чăваш наци конгресĕ пуçарăвĕпе вĕрентекенсемпе ăс-хакăл паракансен çулталăкне халалласа «Вĕрентекенсен аллейи» уçрĕç. Аллейăна уçма ЧНК президенчĕ Валерий Леонидович Клементьев хăй килчĕ. Çавăн пекех вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем, Пĕтĕм Раççей регионĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем, Муниципалитет ЧНКан округсенчи вырăнти ертÿçисем.
Пĕрремĕш йывăçа чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенне - И.Я.Яковлева, иккĕмĕш йывăçа – чăвашсен этнопедагогне Г.Н.Волкова тата ытти сумлă вĕрентекенсене халалласа лартрĕç.
Уявăн иккĕмеш пайĕнче Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем хăйсем, ЧНКан округсенчи вырăнти ертÿçисем хăйсем çавра сĕтел ирттерчĕç, ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, хак пачĕç, малашнехи ĕçĕсене палăртрĕç.
Уяв концертпа вĕçленчĕ. Хăнасене шкул ачисемпе вĕрентекенсем, Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Алеййăна уçма «Красный партизан» пĕрлешÿллĕ хуçалăх укçа-тенкĕпе те, ĕçе йĕркелессипе те нумай пулăшрĕ. Красноармейски муниципалитет округĕн ЧНКан вырăнти ертÿçи Зинаида Михайлова Пучинкесене 10 тĕп кедр йывăçĕ парнелерĕ. Ял çыннисем те хастар хутшăнчĕç çак ĕçе. Вĕсене пурне те чĕререн тав тăватпăр.
Людмила Клементьева, ЧНК вырăнти ертÿçи.
Фотоальбом
Видео
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района