11:31 16 октября 2023 г.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Кашмаш ялӗнче «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» ял хӗрарӑмӗсен регионсем шайӗнчи юбилейлӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ.
Чӑваш Енре тата Раҫҫейри ытти регионсенче пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпех финала лекес тесе тӑрӑшнӑ.
Кашмаша Чӑваш Енри муниципаллӑ округсенчен пурӗ сакӑр чи пултаруллӑ хӗрарӑм финал ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.
Канаш, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел, Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ тата Муркаш тӑрӑхӗсен чысне хӳтӗлерӗҫ вӗсем.
Чӑваш апачӗ хатӗрлесе ун ҫинчен каласа парасси, хӑйпе паллаштарасси, пултарулӑх тата йӑла-йӗрке конкурсӗсем пуян та кӑсӑклӑ иртрӗ. Хутшӑнакансене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.
Оля Петровӑна Йӗпреҫ муниципалитет округӗн чысне хӳтĕлеме ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Людмила Клементьева, ЧНК вырăнти уйрăмĕн пайташӗ Дина Трякова, Пучинкери клуб заведующийӗ Юрий Арсентьев, Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» фольклор ушкăнĕ, Таня Сергеева, Леонид Петров, Артем Пашков тата унӑн ачисем Иринӑпа Богдан пулӑшакансем пулчӗҫ. Оля Петрова «Ӑс-хакӑл» номинацине ҫӗнсе илчӗ. Саламлатпӑр!!! Малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр!!!
Видео-саламлана самант
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района