Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халал вулатпăр

14:27 20 апреля 2023 г.

  Кăçал, 2023 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Пĕтĕм чăваш тĕнчи хисеплĕ çыннăн юбилейне чаплă лару-тăрура палăртать. Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, çĕнĕ чăваш алфавитне тăваканĕ, чăваш ачисем валли шкул уçаканĕ. Вăл ĕмĕр тăршшипех тăван халăх шăпине лайăхлатас тесе тăрăшнă.
    1921 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чӗмпӗрте „Чăваш халăхне“ халал çырнă. Тĕпчевçĕсем Халал текстне малтан чăвашла, кайран вырăсла çырнă тесе палăртаççĕ.
    Халĕ «Чăваш халăхне панă халал» темиçе чĕлхепе пичетленнине пĕлетпĕр.
   Иван Яковлевич хăй тивлетне ăнланса чăвашсене таса чунлă та мал ĕмĕтлĕ пулма пиллет, халала вуланă май кашни йĕркере тăван халăха ырă суннине куратпăр.
   „Чăваш халăхне“ халал паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халала кашни чăвашăн пĕлмеллех. Вăл хăйне евĕрлĕ пурнăç программи, кашни кун тумалли ĕçсен, тĕллевсен планĕ пулса тăрать.
  Йĕпреç муниципалитет округĕнчи шкулсен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, вĕренекенĕсем тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗн ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн пайташӗсем „Халал вулатпăр“ акцие хутшăнса Иван Яковлев халалне чăвашла, вырăсла, ирçелле вуларĕç.

видео

#ИванЯковлев175
#ИванЯковлевХалал
#Йӗпреҫокругӗ

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика