Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » „Чăваш çемйинчи телейлĕ ачалăх“ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ пулса иртрĕ

13:54 07 марта 2023 г.

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи культура комитечĕ пуçарăвĕпе кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Раççейри Вĕрентекен тата вĕрентÿçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин   Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă   „Чăваш çемйинчи телейлĕ ачалăх“ регионсенчи ача-пăча ÿкерчĕкĕсемпе сăнÿкерчĕкĕсен  1-мĕш ăсталах конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса пурĕ 383 ача хутшăннă, 414 ĕç тăратнă: 155 ÿкерчĕк, 259 фотоÿкерчĕк. Çак конкурс тупăшăвне пирĕн районтан 24 ача хутшăнчĕ.
            Вĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем те пулчĕç:

5-6 çулхи ачасем хушшинче 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ:

Константинова Элина,  5 çулта, Эйпеçри «Аистенок» ача сачĕ
Ларионова София, 4 çулта, Пучинкери «Пучах» ача сачĕ

7-10 çулхи ачасем хушшинче 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ:

Абрамова Полина, 8 çулта, Çăкалăх шкулĕ

11-14 çулхи ачасем хушшинче 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ:
Алексеев Евгений, 13 çулта, Пучинке шкулĕ
Пашкова Эльвира, 12 çулта, Пучинкери ÿнер шкулĕ

Çĕнтерÿçĕсене те, хутшăнакансене те чĕререн саламлатпăр, малашне татах пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика