Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинке ялĕн Культура çуртĕнче «Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» 2-мĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ

11:59 20 февраля 2023 г.

    Нарăс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче  Тăван чĕлхе кунне тата  Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çуртĕнче «Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» 2-мĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ.

   Поэзи фестивальне Чăваш Республикин Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çурчĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркелесе ирттерчĕ.

   Фестивале Шупашкартан Çеçпĕл Мишши  ячĕллĕ преми лауреачĕсем, чăваш халăх поэчĕсем – Валери Владимирович Туркайпа Раиса Васильевна Сарпи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем,  Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ертӳçисем – Юлия Елисеевна Анисимовăпа Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕн пайташĕ – Владимир Авенирович Марушев килчĕç. Çавăн пекех Пучинкери „Красный партизан”колхоз ертÿçи – Иванов Николай Михайлович, Пучинке терретори отделӗн ертӳҫи - Иванов Валерий Георгиевич.

   Уява Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи „Юхăм“ фольклор  ушкăнĕ  Валери Туркай сăввипе кĕвĕленĕ «Савăнса пурăнмалла» юрăпа  уçрĕ. Ун хыççăн Валери Туркай сăмах илчĕ. Вăл поэзи фестивальне Пучинкере ирттересси  йăлана кĕни, кăçал ăна 2-мĕш хут тăван  чĕлхесен кунне халалласа ирттерни çинчен пĕлтерчĕ, конкурса хутшăнакансене пурне те  ăмăртура ăнăçу сунчĕ.

   Пултарулăх ăмăртăвне Йĕпреç, Улатăр, Вăрмар, Комсомольски муниципалитет округĕн  шкулӗсенчи  80 яхăн вӗренекенпе çамрăк   хутшăнчĕ, Чăваш халăх поэчĕсем Валери Туркай тата Раиса Сарпи çырнă савăсене  каларĕç.  

    Жюри членӗсем  ачасен сӑвӑ калас ӑсталӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ. Валери Туркай  конкурса хутшӑннисене  ӑшшӑн саламларӗ, кашни валли ырӑ, çĕкленÿллĕ  сăмахсем тупрĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

   Поэзи фестивальне Валери Туркайпа Раиса Сарпи саввисемпе кĕвĕленĕ  юрăсем те илем кÿчĕç. Вĕсене Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи „Юхăм“ фольклор  ушкăнĕ тата хĕрарăмсен канашĕн „Туслăх“ ансамблĕ шăрантарчĕ.

  Валери Туркай уява йĕркелекенсене тата шкул ачисене конкурса хатӗрленме пулӑшнӑ вӗрентекенсене  поэзи фестивальне ҫӳллӗ шайра ирттерме майсем туса панӑшӑн   тав турӗ, малшнехи ĕçре ӑнӑҫу сунчӗ.

 

Фотоальбом

 

Видео

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика