Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç

13:37 06 июня 2013 г.

Çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкул çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕренÿ пайне ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Николаева Татьяна Валериевна, Яковлев Иван Яковлевич ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Андреева Евдокия Александровна, Ульянов Илья Николаевич ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Федотов Михаил Романович академик ячĕллĕ чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедра доценчĕ Егорова Анна Семеновна, «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕ Максимов Геннадий Аркадьевич, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем килсе çитрĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ директорĕн ăслăлăхпа аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Николаев Геннадий Алексеевич ертсе пычĕ. Чыслава Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх çыруçипе Петров Леонид Порфирьевичпа чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Кузнецов Александр Валерьянович йĕркелесе пычĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем кăларнă кĕнекесемпе чысларĕç.

Ирçе Çармăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Моисеева Ирина Николаевна «5» пала илме тивĕç пулчĕ. Малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр сире, Ирина Николаевна!

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика