КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕлĕмкассисем чӑваш чĕлхи кунне уявларĕç

08:48 27 апреля 2015 г.

Ака уйӑхĕн 25-мĕшĕнче Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнче Чӑваш чĕлхи кунне халалланӑăван чĕлхе – чĕре хĕлхемĕ" уяв каçĕ иртрĕ.

Уява пухӑннисене культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи Татьяна Орлова саламларĕ. «Теремок» ача садне çурекенсем «Эп чӑваш пулнишĕн савӑнатӑп» литературӑ, музыка композицийĕсемпе савӑнтарчĕç. 2015 çул Чӑваш енре Константин Иванов çулталӑкĕ пулнине асра тытса Маргарита Бронникова библиотекарь мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн пурнӑçĕпе ĕçĕ –хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.

Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх Татьяна Орлова хатĕрленĕ презентации уйрӑмах илем кӳчĕ уява. Кристина Егорова, Ирина Соснова, Ольга Алексеева тата Алиса Гаврилова вилĕмсĕр поэма сыпӑкĕсене вуларĕç. Пултарулӑх ушкӑнне çӳрекен çамрӑксем вӑйӑ карти йĕркелерĕç, чӑваш ташшипе савӑнтарчĕç, халӑх хорĕ çумĕнчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнĕ Иванов çуралнӑ Слакпуç тӑрӑхĕнчи юрӑсемпе такмасем шӑрантарчĕç.

Уява ялти шкулта чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Анисимова ертсе пычĕ. Чӑваш чĕлхи уявĕ куракансене çав тери кӑмӑла кайнине вĕсем тӑвӑллӑн алӑ çупса çирĕплетрĕç.

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика