КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2014

10:08 29 апреля 2014 г.

Раççейри культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари  ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар" хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ  ака уйăхен 25-мĕшĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, «Пĕтем чăваш диктанчĕ» акци ирттерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Диктант текстне чăвашсен паллă поэчĕ, тележурналисчĕ, Чăваш патшалăх преми лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕ. «Ху çĕклен те халăхна çĕкле! (çавăн пек пулчĕ диктант ячĕ)», - тенĕ чăвашран тухнă тĕнчипе паллă тĕпчевçĕ, этнограф, историк, çыравçă, тухăç культурине хăй вăхатĕнче никамран лайăх пĕлнĕ ăсчах, А . Пушкин, К. Брюллов , И. Крылов тата декабристсен çывăх тусĕ  - Никита Бичурин, Иакинф атте. Яш-кĕрĕме халăх культурине тĕпчеме  Андриян Николаев, Геннадиий Волков, Геннадий Айхи – чăваш  ятне тĕнче шайне çĕкленĕ пултаруллă çынсенчен тĕслĕх илме чĕнсе калать автор. Кĕлĕмкасси шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем те паян «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2014» акцие хутшăнчĕç. Ăнăçу пултăр сире!

 

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика