КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туçа ялĕнчи çамрăк салтакăн ашшĕ-амăшне халалласа

09:52 10 сентября 2013 г.

Туçари Новиковсене – маттур ача çитĕнтерсе, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма воспитани панăшăн тав туса. Вĕсен Алеша ывăлĕ  А.Ф. Можайский ячĕллĕ Санкт-Петербургри космос академине вĕренме кĕнĕ.

 

Нева çинчи хула тăван пекех

Сире кĕтсе илсе чыс турĕ мар-и?

Чăваш ачи мĕнле маттур иккен:

Вăл вырăсран пĕрре кая юлмарĕ.

Вăл академин сумлă алăкне

Яри туртса уçса кĕме пултарчĕ,

Çĕклерĕ тăван халахăн ятне,

Ун чис-сумне хĕвел пек ялкăштарчĕ.

Татах та çĕклĕ вăл çĕршыв чапне,

Район чысне те хăпартма вăй тупĕ.

Манса çÿремĕ-ха Чăваш Ене,-

Тăван республика ăна ал çупĕ.

Туçа каччийĕ - Новиков Алюш

Çут тĕнчере пурришĕн савăнатăп.

Ун ячĕпе парас тесе салют,

Пĕве хĕрне ал-хапăлах анатăп!

Мухтав сире, çак ывăла савса

Ÿстернĕ ашшĕне те амăшне.

Шур пуçăма сăпайлăн çеç тайса,

Эп çырас терĕм ку йĕркесене.

 

 

Геннадий Кузнецов – поэт-журналист Йĕпреç посăлокĕ, 2013-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ.

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика