Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новости » Районта черетлĕ хут «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

10:20 12 марта 2021 г.

Районта черетлĕ хут «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклесси, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси, авалхи йăла-йĕркене упрама вĕрентесси.

Вĕренекенсем пилĕк номинацире тупăшрĕç.

1.  «Сăмах илемĕ» / «Художественное слово» конкурс;

2.   «Чăваш вăййи» / «Чувашская народная игра» конкурс;

o   «Янра, чăваш юрри» / «Звучи, чувашская песня»;

o   «Чăваш ташши» / «Чувашский танец»;

o   «Чăваш апачĕ» / «Чувашское национальное блюдо».

«Янра, чăваш юрри» номинацире призлă вырăна Туçи-Мăрат шкулĕнчи тăваттăмĕш класра вĕренекен Александра Зайцева  тухрĕ.

Çĕнтерÿçĕсем фестивалĕн республикăри тапхăрне хутшăнаççĕ.

Калас пулать, чылайăшĕн ăсталăхĕ çав тери пысăк, вĕсен хушшинче пулас артистсем пуррине пĕр иккĕленмесĕр палăртма пулать.

МБОУ "Тузи-Муратская ООШ"

 

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429218 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Сявалкасы, ул.Шоссейная, д.1
Телефон: 8(83537) 42-2-71
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика