Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мĕтри Кипек – Тимĕрчкасси ҫăлтăрĕ

14:58 15 сентября 2022 г.

Авăн уйахĕн 15 мĕшĕнче Мĕтри Кипеке халалласа Туҫи- Ҫярмăс вулавăш ҫуртĕнче «Мĕтри Кипек – Тимĕрчкасси ҫăлтăрĕ» презентаци куравĕ иртрĕ. Зинаида Петрова пуҫтарăннисене писатель пурнăҫĕпе, ĕҫĕ-хĕлĕпе, унӑн литературӑра йӗр хӑварнӑ паха произведениĕсемпе паллаштарчĕ.

Уйрамах «Кайӑк тусӗ» повесть аслисене те ачасене те кăсăклантарчĕ. Повеҫри сăнарсем вулакансене йывӑҫ-курӑкпа, кайӑк-кӗшӗкпе ырӑ кӑмӑллӑ, пархатарлӑ пулма, вӗсене хӗл кунӗсенче ҫитерме, вилсе пӗтесрен упрама вӗрентеҫ.

«Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романа та асăнса хǎварчĕҫ, унта совет халӑхӗн Аслӑ Тĕнче вӑрҫӑ паттӑрлӑхне сӑнласа кăтартнӑ.

Мĕтри Кипек калавсемпе повеҫсем чылай ҫырнӑ: «Туннельшӗн» (1934), «Енжан вӗренме кайрӗ» (1936), «Кӑзӑл Аватра», «Ялта» (1937), «Кочетков капитан», «Лейтенант ывӑлӗ», «Цыганок курсант», «Çумӑрлӑ каҫ» (1938), «Ӗмӗтпе пурнӑҫ» (1940), «Хисеплӗ вахтӑра», «Санинструктор», «Разведкӑра» (1941), «Чипер Антун», «Этем хакӗ» (1946) тата ытти те.

Тăван тăрăхра ҫыравҫă сăнарне манмаҫҫĕ, Тимерчкасси ял пуҫĕнче Мĕтри Кипеке чысласа стела вырнаҫтарса лартнă, ун ячĕпе ял ҫыннисем мăнаҫланаҫҫĕ.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика