Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пӗтӗм тӗнчери аннесен кунне халалласа Пӑваялӗнчи культура ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ

15:47 26 ноября 2021 г.

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӑваялӗнчи культура ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Концерт программине пӗтӗм тӗнчери аннесен кунне халалласа лартнӑ. Аннесене саламлама Кушар – Юнтапа культура ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Алтӑр- ҫӑлтӑр» ушкӑн килсе ҫитнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Иванов Александр Мефодьевич. Концерта ертсе пыракан Виктор Анисимов, кашни юрӑ, ташӑ умӗн сӑвӑ, шӳтлӗ халапсем каласа куракансен кӑмӑлне тыткӑнланӑ. Александр Ивановпа Виталий Никандров чӑваш халӑх, эстрада юррисене юрласа куракансен кӑмӑлне ҫӗкленӳллӗ туйӑм парнеленӗ. Иван Комаров купӑс ҫинче выляса юрланӑ. Хавасланнӑ куракансем унпа пӗрле юрласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса уяв концертне тата та илемлетнӗ. Дмитрий Тимофеев вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ эстрада юррисемпе юбилярсене, асанне, кукамай, аннесене саламланӑ. Виталий Данилов гитарӑпа выляса аннесене халаланӑ юрӑсем юрланӑ. Утмӑл теҫетке урлӑ каҫнӑ Венямин Родионов тутар, цыган ташшине ҫӑмӑллӑн ташласа тӗлӗнтернӗ. Купӑсҫӑсем; Анатолий Александров, Виталий Варламов, Иван Комаров, парапанҫă Александр Иванов, шăнкăрма калакан Геннадий Шестаков, баянпа Вениамин Иванов чӑвашсен ташӑ кӗввине вылянӑ. Культура ҫурчӗн ертӳҫи Валерий Степанович Кудрявцев коронавирус пандемине пула санитари правилисене пăхăнса уяв концерчӗсене ҫӳреме чӗнсе каланӑ, пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх вӑрӑм кун-ҫул суннӑ. Администрацин специалисчӗ Надежда Якимова администраци, куракансен ячӗпе артистсене тав сӑмахӗ каланӑ. Икӗ сехете яхӑн пынă концерта пӑхса киленнӗ куракансем артистсене ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.

 Концерта хутшăннă, Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ӳснĕ, Валерий Перепелкин йӗркеленипе «Алтӑр – ҫӑлтӑр» ушкӑнӗн арҫынӗсем курма килнӗ аннесене чĕрĕ чечек парнеленĕ.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика