Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕçен Кипек ял библиотекинче «Ĕмěр сакки сарлака» кěнекесен куравне йěркеленě

15:59 09 июня 2021 г.

Кĕçен Кипек ял библиотекинче «Ĕмěр сакки сарлака» кěнекесен куравне йěркеленě

Мранька Никифор Федорович 1901 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславка районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Мускаври киносценаристсен курсĕнче вĕреннĕ. 1928 çулта унăн «Элнет» ятлă пĕрремĕш драмине Шупашкарти театр сцени çинче лартнă. Ун хыççăнах «Тӳнтерленĕ хирĕç», «Виççĕшĕ те пĕр калăпран» пьесăсене хайланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вăл кинохроника студийĕн директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Фронтра пулнă, алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Куславка райкомĕн агитаципе пропоганда  пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан 6 кĕнекерен тăракан «Ӗмĕр сакки сарлака» романа çырнă. 6-мĕш кĕнекине çырса пĕтереймен. 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Паллă чăваш совет писатĕлě, прозаик, драматург Н.Ф. Мранька çуралнăранпа  120 çул çитнě май, Кĕçен Кипек библиотекинче «Ĕмěр сакки сарлака» ятлă кěнекесен куравне йěркеленě. «Ĕмěр сакки сарлака» произведение автор çивěч шухăшпа çырнă. Кунта XIX мĕш ěмěрěн вěçěпе XX мĕш ěмěр пуçламăшěнчи чăваш ялěнче социалла кěрешÿ çěкленнине, 1905-1907 çулсенчи революциллĕ ěçсене кăтартнă. Çак кěнекене ял халăхě паянхи кун та те юратса вулать.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика