Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канаш районĕчи Вӑрман Енӗш клубӗ çумӗнчи «Енӗшсем» фольклорпа театр ушкӑнӗ Туҫи- Ҫармăс ял халăхне пысӑк концертпа савăнтрчĕ

09:14 14 января 2019 г.

Шӑматкун, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Канаш районĕчи Вӑрман Енӗш клубӗ çумӗнчи «Енӗшсем» фольклорпа театр ушкӑнӗ  Туҫи- Ҫармăс ялне пысӑк концертпа çитрӗ, хăйсен хаваслă ташă- юррисемпе савӑнтарчӗҫ клуба пуҫтарăннă ҫынсене халӑхран тухнӑ артистсем.

Концерт программинче тӗрлӗ шӳт-кулӑ, юптару, халӑх юррисемпе такмаксем. Çӗнӗ çул саламӗ, ташӑ-кӗвӗ. Ял халăхĕ ӑшшӑн йышӑнчӗ хӑнасене. Арçынсем юрлани уйрӑмах килӗшрӗ ял çыннисене. Галина Манишева, Нина Михайлова, Николай Артемьев шӳчӗсемпе юптарӑвӗсем те куракансен кӑмӑлне кайрӗç.

«Енӗшсем» концерта «Хусан хӗрӗ Хуанита» камитпе вӗçлерӗç. Ӑшӑ кулӑ, залра ларакан халӑхӑн хаваслӑ сӑн-пичӗ, савӑнӑçпа çиçекен куçсем – мӗн пур-ши унран хаклӑраххи артистшӑн?! Тӑвӑллӑн алӑ çупни, тав сӑмахӗсемпе ырӑ сунӑм хавхалантарать, вӑй-хӑват хушать, кӑмӑла çӗклет, ӳсӗмсем тума хистет. чи «Енӗшсем» фольклорпа театр ушкӑнӗ  татах та пысăк ҫитĕнӳсем тума сунса ăсатрĕҫ концерта куракансем.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика