Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туҫи Ҫармăс ял вулавăш ҫуртěнче икě «мулкача» тытрěҫ: Пěри вăл- тахҫанах курман тус-тантăшсемпе курса калаҫасси, тепри вара- Тутарстан ҫыравҫин черетлě кěнекине тишкерсе тухасси.

17:00 27 июля 2018 г.

Паян Туҫи Ҫармăс ял вулавăш ҫуртне пěр тантăшсем пуҫтарăнчěҫ. Вěсем паян пян икě «мулкача» тытас тенě. Пěри вăл- тахҫанах курман тус-тантăшсемпе курса калаҫасси, тепри вара- Тутарстан ҫыравҫин черетлě кěнекине тишкерсе тухасси.

Ҫуллахи вăхăтпа усă курса Зинаида Петрова - Туҫи Ҫармăс ял вулавăш ҫурчěн ертӳҫи, Николай Михайлович Сорокинăн «Аттеҫěм- Атăл» кěнекине ялта пурăнакансене те, яла ҫу каҫма килнě ҫынсене те паллаштарчě. Автор сăнланă «паттăрсем» калама ҫук ҫывăх пулчěҫ вěсемшěн, чылайăшě кěнекене черет тăрса вуласа тухрěҫ. Автор калăпланă сăнарсем ытла та пурнăҫран тухнă- ҫке, -тет Нина Иванова, эпě ку кěнекене ытла та ăша хурса вуларăм, Мишапа( романри тěп герой) юнашар тăрса «Атăл- Дон» канала чаврăм, унпа пěрле «симěс» яшка ҫирěм, Аслă тěнче вăрҫи тухсан, вăрҫă хирěнче унпа пěрле тискер тăшманпа куҫа куҫăн тăтăм, тет. Пěрле пуҫтарăннă тус- тантăшсен, вěсем пур те вăрҫă хыҫҫăн ҫуралса аталаннă ҫынсем, хăйсен пурнăҫěсене аса илчěҫ, никамах та ун чухне чаплă пурăнман, анчах та йывăрлăхра пěр пěрне пăрахман. Паян кěнекене Римма Иванова- пуҫтарăннă тантăшсен шкул вěрреннě вăхăтри пионерсен ертӳҫи вулама ҫырăнчě. Вулавăш ҫуртне пуҫтарăннисем кěнеке авторне ырларěҫ, Туҫи Ҫармăс ял вулавăш ҫурчěн ертӳҫине Зинаида Петровăна тав турěҫ, унпа пěрле ветерансен канаш ертӳҫин ҫумне Михаил Ефремова ăшă сăмахсемпе тав турěҫ. Тус –тантăшсемпе курса калаҫни , ял пурăҫне пěлсе тăни , килсе-каякансене ял пурнăҫне «кулěнтерни» питě пархатарлă ěҫ терě юлашкинчен Нина Константинова, хальхи вăхăтра тěп хулара прăнаканскер.

Тěл –пулу вара Николай Сорокинăн сăвă йěркисемпе вěҫленчě:

«Атăл юхать- ҫырансем юлаҫҫě,

Вăхăт чупать- астăвăм юлать.

Пурнăҫ иртет-ěмěтěмсем юлаҫҫě,

Ҫын кайсан- унăн ěҫě юлать».

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика