Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Атте, анне тата эпĕ — спортпа туслă çемье!

14:45 20 февраля 2018 г.

Февралĕн 16-мĕшенче Кĕçĕн Кипек шкул спортзалне çулсерен иртекен «Атте, анне тата эпĕ — спортпа туслă çемье!» конкурса курма халăх чылай пухăнчĕ. Кăçалхи çул вăл 31-мĕш хут иртрĕ. Конкурса пуçарса яраканĕ, кăçалхи çулччен вăййа ирттерекенĕ, Павлов Николай Димитриевич паян — тĕп тÿрере (жюрире). Ăмăртăва Ольга Марковапа Сергей Марков питĕ ăста ертсе пычĕç. Çичĕ çемье ăмăртура тупăшрĕ: Дмитриевсем, Ивановсем, Тарасовсем, Чекушкинсем, Николаевсем, Семеновсем, Петровсем. Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухма тиврĕ çак çемьесен. Вăйă вăхăтĕнче шăпăрлансен савăнăçĕ те, куççулĕ те пулчĕç.

Конкурссем хушшинче пĕрремĕш класс ачисем фитнес-аэробика урокĕнче вĕреннĕ илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçи – Мулакасси Мăрат ялĕнче пурăнакан Иванова Маша çемйи пулса тăчĕ. Вĕсем ял администрацийĕ хатĕрленĕ приза—кубока çĕнсе илчĕç. Призĕрсем — Çĕнĕ Кипек ялĕнчи Таня Тарасова тата Кăмаш ялĕнчи Элина Чекушкина çемйисем. Шкул дирекцийĕ пур çемьене те гимнастика коврикĕ парнелерĕ. Малашне те спортпа туслă пулма сунчĕ.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Малояушская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика