Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ – 2017

12:47 17 апреля 2017 г.

2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Традици мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ), И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ 38-мĕш çурт), Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче (Уруков урамĕ, 8-мĕш çурт) 12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтеççĕ.

Кĕçĕн Кипек шкуленче те «Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ -2017» акцие хутшӑнас текенсем йышлӑ. Вĕсем хушшинче шкул ачисем те, вĕрентекенсем те пур. Халĕ вара, диктант çырмалли кун çитиччен, пурте тӑрӑшсах орфографи, пунктуаци правилисене аса илеççĕ. Вĕсене чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Н.П. пулӑшса пырать, кирлĕ пĕлÿ пама тӑрӑшать.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса шанатпӑр.

 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Малояушская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика