Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисепе тивĕçлĕ пулас тесен пурнăç йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

08:22 20 февраля 2017 г.

Çĕр çине килекен кашни çын хисепе тивĕçлĕ тетпĕр. Анчах та хисепе никам та валеçмест, укçа парса илме те çук ăна. Хисепе тивĕçлĕ пулас тесен пурнăç йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

Çавăн пек хисепе тивĕçлĕ çын шăпах Туçи Çармăс ялĕнче пурăнать. Вăл – Иван Маркович Марков. Иван Маркович  1942-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Пурнăç çулĕ çăмăл пулман унăн, 75-мĕш çул  йывăрлахсене парăнтарса малалла утать.

 Хаяр вăрçă пуçлансанах  унăн ашшĕне ( Игнатьев Марк Игнатьевича) Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, тăшмана хирĕç кĕрешме  илсе каяççĕ. Çамрăк хĕрарăм ( Ирина Николаевна) кашни кун çыру кĕтнĕ пулин те машăрĕнчен пĕр çыру та кĕтсе илеймен. Çав çулах, раштав уйăхĕнче, вĕсен килне хуйхă пырса çапать  – Марк Игнатьевич вилни çинчен хыпар çитет. Пĕччен хĕрарăм хăйĕн чĕри айĕнче пĕчĕк тĕпренчĕк ÿсни çинчен мăшăрне пĕлтерме те ĕлкĕреймен.  Мĕн чухлĕ ылханман пулĕ хаяр та сĕмсĕр тăшмана Ирина Николаевна. Мĕн тăван, малаллах талпăннă çамрăк хĕрарăм.  Пĕччен ÿстерет хăйĕн пĕчĕк ывăлне. Çамрăк  хĕрарăма мĕн тери йывăр пулнă ĕнтĕ. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те  пĕччен пурнăçлама тивнĕ унăн.  Иван амăшне пулăшма   ытла ир ĕçе кÿлĕннĕ. Пур ĕçе те тĕплĕн тума тăрăшнă. Йывăр тесе нихăçан та пуçа усман.  Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен  колхоза прицепщик пулса ĕçлеме вырнаçать. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн ăна Саратов облаçĕнчи Краснокутри механизаци училищине  вĕренме яраççĕ. Училище пĕтерсен, 1961 –мĕш çулта, яш каччăн салтак аттине тăхăнма тивет. Виçĕ çул Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Салтакран килсен Иванăн хулана каяс шухăш та пулман, мĕншĕн тесен кун çути панă амăшне нихăçан та пĕччен хăварас темен вăл.  Суворов ячĕллĕ хуçалăхра  водительте ĕçлеме тытăнать.  Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн  тĕрлĕ хисеп хутне тивĕçет.

Кун хыççăн кун иртсе пынă. Çамрăк йĕкĕт Туçи Çармăс  хĕрне куç хывать. Иккĕшĕ те юрату авăрне çакланнăскерсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине туйса илнĕ, кĕçех çемье çавăрнă.  Иван Маркович Екатерина Ивановнăпа 46 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ. Кил карти тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Килти хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. Марковсем  пилĕк ачана ура çине тăратма, вĕсене тĕрĕс воспитани пама вăй-хал, çирĕп кăмăл çитернĕ.  Ачисем  пурте хăйсен пурнăçри çул-йĕрне тупнă.  Пурте аслă пĕлÿ илнĕ: врач, учитель, юрист, экономист, сутăçă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçченлĕхпе палăраççĕ, пĕр-пĕрне хисеплемеллине асра тытаççĕ. Халĕ Иван Марковичпа Екатерина Ивановнăн ултă мăнук. Пысăк уявсенче  мăшăрсен пÿрчĕ шăв-шавпа тулать.

Марков Иван Маркович ялта ятлă çын. Ăна ял-йыш, тăванĕсем, кÿршисем чунтан хисеплеççĕ. Кĕҫĕн Кипек ял администрацийĕ те Иван Марковича сумлă юбилей ячĕпе саламлать, малалла та тăвансене хисеплесе, ачасемпе мăнуксене юратса,кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнма вăрăм кун- ҫул сунать.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика