Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи эрнинче Туҫи –Ҫармăс ял библиотекинче «Чăпар чăх» юмах

11:28 27 апреля 2016 г.

Чăваш чĕлхи эрни  пынă май, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Туҫи –Ҫармăс шкулĕнче  кĕҫĕн класра вĕренекенсем  Зинаида Петрова библитекарь пулăшнипе ял библиотекинче  «Чăпар чăх»  юмах лартса пачĕҫ. Пуканесене туса хатĕрлекенĕ- Светлана Петрова –Чăваш патшалăх педагогика университет студентки. Пирĕн шкул ачисем вара ҫав пуканесене хитре вылятся, сăмахĕсене тăрăшса каласа юмаха куракансам патне ҫитерчĕҫ .  

Юмах хыҫҫăн  татах ăмăрту иртрĕ,  чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕреслерĕҫ Светлана Захаровапа  Зинаида Петрова.  Вĕсем ачасем валли тĕрлĕ конкурссем хатĕрленĕ: ваттисен сăмахĕсене пĕлесси те, сăвă йĕркисене аса илесси те, манса юлнă сăмахсене тĕрĕс  лартасси те пулчĕ унта. Ặăмăртура чи тавҫăрулли Коля пулчĕ, унăн алличе чи нумай ҫăлтăр пуҫтарăчĕ.  Кĕҫĕн класра  вĕренекенсем çав тери маттур пулчĕҫ, пур те пĕчĕк парнесене тивĕҫрĕҫ . Пурне те тав сăмахĕ калатпăр!

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика