Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ěҫ ҫыннин ҫулталǎкĕ: Ěҫ ҫынни вǎл – хǎйĕн профессие чунтан юратса ĕҫлекен ҫын тет Римма Иванова

08:21 28 марта 2016 г.

      Кǎҫал, Чаваш ен пуҫлǎхĕ,  М. Игнтатьев  хушǎвĕпе килĕшӱллĕн 2016-мĕш ҫула Ěҫ ҫыннин ҫулталǎкĕ тесе йышǎннǎ. Кам-ха вǎл ĕҫ ҫынни? Ěҫ ҫынни  вǎл – хǎйĕн профессие чунтан юратса ĕҫлекен ҫын. Çавǎн пек ҫынсем хушшинче Туҫи Çармǎсра пурǎнакан Римма Германовна  Иванова пур.

  Римма Германовна ачалǎхĕ нушаллǎ  иртнĕ тесен те йǎнǎш мар. Вǎл Вǎрнар районне кĕрекен Кивьял ятлǎ ялта 1943-мĕш ҫулхи кǎрлачǎн 1-мĕшĕнче кун ҫути курнǎ. Ашшĕ вǎрҫǎран таврǎнайман пирки амǎшĕн тǎватǎ ачине пĕчченех ура ҫине тǎратма тивнĕ. Пĕччен хĕрарǎма шǎши те хӱрипе ҫапса хǎварать тенĕ, ҫавǎнпа та ачисене амǎшĕ мĕн пĕчĕклех ĕҫе пиҫĕхтернĕ.

    Пĕчĕк Римма йывăр ĕҫрен хǎраман. 5-мĕш класс пĕтерсен клохоза ĕҫлеме тухма йǎлǎнсах ыйтнǎ. Мĕн шкул пĕтериччен хĕллехи, çуллахи каникулсенче ырми-канми ĕçленĕ.Тыр мишукĕ йăтнă, лашапа утă-улăм турттарнă, çĕр улми пуçтарса мишукĕ-мишукĕпе миçе лав тиесе пушатман пулĕ.

    Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: вăй тени ăçтан тупăннă-ха çав йывăр çулсенче пурăннă хĕр-упраçăн?

   Шкулта вĕреннĕ чухнех Римма Германовнăн ачасемпе ĕçлес ĕмĕт пулнă.

1962-мĕш çулта Канаш педучилищине вĕренме кĕме (юлташ хĕр ачипе) документсем тăратнă. Хĕр ачасене шкулта та лайăх вĕреннĕ пирки вĕсене вĕренме илнĕ. Анчах та килти условисене пула хĕр çав çулах  вĕренме каяйман.

 Анчах  та телей тени пурах çав. Çав çулах август уйăхĕнче Вăрнарти комсомол райкомĕ Туçи Çармăсри сакăр çул вĕренмелли шкула аслă вожатăй пулса ĕçлеме ярать.

   Ĕçлеме пуçласан учитель пулас ĕмĕт пурнăçланать – кĕрет  майпа Канаш педучилищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсанан пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕчĕк шăпăрлансене вулама-çырма вĕрентет.

   Римма Германовна хăйĕн профессие чăннипех парăннă çын.  «Пирĕн профессии – питĕ асамлă. Туртса кĕрсе каять те – тĕпчетĕн, тишкеретĕн, сăнатăн… Çав ăшталануран вара пысăк киленÿ илетĕн,»-чунне уçса калать Римма Германовна.

Паллах,  çăмăл пулман пурнăçра. Мăшăрĕпе, Алексей Ивановичпа, вĕсем çур ĕмĕр пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурнăç урапине малаллах кустарнă. Инкек куçа курăнса килмест, мăшăрĕ йывăр чире пула вилет.  Римма Германовна пуçа усмасть,  малаллах талпăнать. Çамрăк çынсене, ачасене тĕрлĕ сĕнÿ парса тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Ăна ял-йыш, тăванĕсем, кÿршисем, шкул ачисем  чунтан хисеплеççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика