Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕреннĕ ҫын пулаймарăм пулсан та, ман ҫынсене усă тăвасчĕ тет Елизавета Степановна, 9 ача амăше.

13:27 03 марта 2016 г.

Ҫулсем иртнĕ ҫемĕн, уйрăмах ватлăх енне сулăнсан, ачалăх, ҫамрăклăх аса килет. Ҫĕнĕ Кипек ялĕнче ҫуралса ӳснĕ, ҫав ялтах мăшăрне те тупнă, халĕ те унтах пурăнать Лиза акка, Степанова Елизавета Степановна, ака уйăхĕнче 84 ҫул тултарать . Ачалăхĕ ҫăмăл килмен ун, Тăван Ҫĕршыв вăрҫи пуҫлансан ашшĕ мăшăрĕпе тăватă пĕчĕк ачисене пăрахса вăрҫа тухса каять, урăх Лиза акка ашшĕне кураймасть , вăл паттăрсен вилĕмĕпе вăрҫă хирĕнче пуҫне хунă. Тăхăр ҫулхи ача семьене пулăшу пултăр тесе кунне –ҫĕрне пĕлмесĕрех мăннисемпе тан колхоз ĕҫĕнче тăрăшнă. Вăрҫă чарăнсан вара ялти икĕ ачана  «Тылра хастар ĕҫленĕшĕн» медальпе чысланă, пĕри -пирĕн Лиза акка.

«Питĕ вĕреннĕ ҫын пуласшăнччĕ, вăрҫă хыҫҫăн ниҫта та каяймарăм, аннене шеллерĕм, укҫи – тенки те пулмарĕ, вара шăппăн ха илтмелле каларăм :»Вĕреннĕ ҫын пулаймасан та, ман ҫынсене усă тăвасчĕ» -терĕм . Ҫав сăмахсене турă илтнĕ пулас, паянхи кун та Лиза акка патĕнчен ҫын татăлмасть. Сыпă шыҫать- и, ура- ал хуҫăлать-и , ӳт татăлать-и, пур рмака та алăпа тытса пĕлет, хуҫăлнисене тухтăр патне ярать , ыттисене хăй пĕлнĕ пек юсать.

Вăрҫă хыҫҫăн та ялти пурнăҫ ҫăмăлах пулман, анчах ҫамрăк Лиза акка йывăрлăхран хăраман. Качча тухма та мана Петĕр: «Лиза сана вăхăтлăх качча илем-ха , атту налук тӳллеттереҫҫĕ» -тесе чĕнчĕ. Вăхăтлăх анчах пулмарĕ, пурăнсах кайрăмăр, 9 ачаллă пултăмăр. Шăп ачасем пурте вĕреннĕ вăхăтра мăшăрĕ чирсĕр- мĕнсĕр вилсе выртать, ҫав кунах уя кăкарнă ĕни пăвăнса вилет. Ҫак чăтма ҫук хуйăхсене те чăтса ирттерет ҫирĕп хĕрарăм. 6 хĕрпе 3 ывăл ҫитĕнтерсе пилĕк хĕрне аслă пĕлу илме пулăшрĕ, вĕсем пурте учитель пулчĕҫ. Т епĕр хĕрĕпе виҫĕ ывăлĕ те юратнă еҫсенчех ĕҫлетчĕҫ, анчах инкек каллех Лиза аккан кантăкĕнчен шаккарĕ- Лена хĕрĕ сарăмсăр пурнăҫран уйрăлчĕ, Гриша ывăлĕн те пурнăҫĕ вăрăм пулмарĕ. Вĕсемшĕн макăрсах хăрах куҫĕ суккăрланчĕ.

Лиза аккан тылра хастар ĕҫленĕшĕн медаль анчах мар «Ача амăше героиня», ĕҫпе вăрҫă ветранĕн медалĕсем те пур.

Паянхи кун кĕҫĕн ывăлĕн ҫемьипе,  кинĕпе, мăнукĕсемпе шăкăл- шăкăл, тату та ҫураҫупа килĕшӳллĕн пурăнать Лиза акка. Хĕрĕсем-те Вера Петровна, Нина Петровна, Татьяна Петровна Кĕҫĕн Кипек шкулĕнче вĕрентеҫҫĕ, ырă ятлă учительсем, Мария Петровнăпа Галина Петровна вара Калуга облаҫĕнчи шкулсенче вĕрентӳ отличникĕсам . Ырă вăрлăхран ҫитĕннĕ ҫимĕҫсаем яланах паха. Лиза аккан та «вăрлăхĕсам» паха, пурте ҫын ăмсанмалла. Лиза аккана юлашкинчен телей те сывлăх сунар. Татах та нумай ҫул пурăнма сывлăх , ҫынсене пулăшма вăй хăват пултăр.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика