Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кӗҫӗн Кипек шкулӗ: Мӗн-мӗн туса ӗлкӗртӗмӗр-ха эпир К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа?

12:01 29 декабря 2015 г.

Нина Петровна Иванова- Кӗҫӗн Кипек шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗ К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа мӗнле ӗҫсем туса итрттернине каласа пачӗ:

  «К.В.Иванов ҫулталӑкӗ хыҫа юлчӗ. Мӗн-мӗн туса ӗлкӗртӗмӗр-ха эпир К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа? Паллах, хамӑр ума палӑртнӑ ӗҫсене пурне те ирттертӗмӗр темелле. Чи малтанах ҫакна каласа хӑвармалла: чӑваш чӗлхи кабинечӗ «К.В.Иванов- чӑваш поэзийӗн классикӗ» ятлӑ стендпа пуянланчӗ. 5-11 классенче вӗренекенсем презентаци курса К.В.Иванов пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ «Нарспи» спектакле курни те ачасен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче вара аслӑ классенче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ. Ҫак эрнере вӗренекенсем чӑваш сӑвви-юррисене янраттарчӗҫ, ташшисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗҫ.

Ӱкерме юратакансем К.В.Иванов хайлавӗсем тӑрӑх илемлӗ ӳкерчӗксем турӗҫ. Ӱкерчӗксен выставки пурне те килӗшрӗ.

 Сӑвӑ ҫырма юратакансем хӑйсем ҫырнӑ сӑввисемпе тӗлӗнтерчӗҫ. Чи лайӑх сӑвӑсене район хаҫатне ярса патӑмӑр.

Шкулти библиотекӑра К.В.Иванова халалласа кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ. Библиотекӑна кӗрекен кашни ача унти кӗнекесемпе паллашма пултарчӗ.

Унсӑр пуҫне сочиненисен конкурсӗ, викторина ирттертӗмӗр. Вӗсем пурте К.В.Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех районта тата республикӑра ирттерекен конкурссемпе олимпиадӑсенче те активлӑ хутшӑнтӑмӑр.

Малашне тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр.»

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика