Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

09:53 27 апреля 2015 г.

Раççейри литература çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттерессине, вăл 2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртессине тахçанах пĕлтерсе хунăччĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне Леонид Маяксем паллă чăваш çыравçи хайлавĕнчен илнĕ.

Çак акцие Туçи Çармăс тĕп шкулĕнче те 11 çын хутшăнса диктант çырчĕ.         «5» паллă илекенсем те пулчĕç: Маркова Ольга Васильевна, Петрова Елена Геннадьевна, Николаева Елизавета Михайловна, Степанова Любовь Ивановна тата 9-мĕш класра вĕренекен Никифорова Катя. Тепĕр çул çакăн пек диктанта тата ытларах çын хутшăнма кăмăл тунине палăртрĕç.Яланах хамăрăн çырас ăсталăха туптаса пырасчĕ. Çакăн пек акцисене татах хутшăнасчĕ.

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Тузисярмусская ООШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика