Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн ентеш- ҫыравҫǎ, тĕп редактор, романтик- Валентин Константинов

15:28 20 марта 2015 г.

           Туҫи Ҫармăс ял библиотекине ĕнерхи кун халăх чылай пуçтарăнчĕ, хăнана пирěн ентеш,  пултаруллă çыравçă, Куславка районěн «Ялав» хаҫачěн тěп редакторě , Раҫҫей писателĕсен Союзĕн членĕ Валентин Николаевич Константинов килсе ςитрĕ.

     Авторǎн халлěхе икě кěнеке пичетленсе тухнǎ. Пĕрремĕш   «Шурǎ тӱпери шурǎ ҫурт» ятлă сёввисемпе калавĕсен пуххи  Куславкара 2006 ҫулта, 2 мĕш кĕнеки  «Кивě ҫǎл вǎрттǎнлǎхě» Шупашкарта  2013 ҫулта пичетленсе  тухнǎ. Унсǎр пуҫсǎр коллективлǎ авторсен сборникĕсенче ун хайлавĕсем те тухнǎ.

                  

Валентин Николаевич Константинов  Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă.  Чи юратнă теттисем унăн хут, кăранташпа ручка пулнă. Вĕсенчен вăл нихăçан та уйрăлман. Тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула çӳренĕ чухнех Валентин тавралăх илемне ытараймасăр, юратнă çыннисемпе тата чĕр чунсемпе киленсе Вăрнар район хаçатне тата республикăри «Пионер сассине» сăвă-калавне ăсатнă. Кĕçĕн Кипекри ватам шкулта вĕреннĕ чухне çырас ăсталăхне татах та ӳстернĕ. Каярахпа Валентин ăсталăхне Чăваш патшалăх университечĕн тата Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистсен факультечĕсенче туптанă.  1982 ҫултанпа хǎйĕн пурнǎҫне Куславкка районĕнчи «Ялав» хаҫат редакцийĕпе ҫыхǎнтарнǎ, 1986 ҫултанпа  ҫак хаҫатǎн тĕп редакторĕ пулса ĕҫлеме тытǎннǎ.

Валентин Николаевич Куславкка районĕн «Ялав» хаçат редакцине ертсе пырать, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе, «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсемпе тачă çыхăну тытать.    Валенитн Николаевич общество ĕҫĕсене хастар хутшǎнать. Куславка районĕн депутане, хула депутатне те 1 мар суйланǎ ǎна. Ĕçне кура – хисепĕ. Вǎл  Чǎваш Республикин Президенчĕн  Тав туни ҫырǎвне,  «90 лет чувашской милиции» медалье, «За активное участие во Всероссийской переписи населения 2002 г.»  знака, ЧССР Госкомиздат  тата  Чǎваш культура ĕҫченĕсен реском профсоюзĕн Хисеп грамотисене , Чǎваш Республикин информаципе  пичеть Министерствин , Чǎваш Республикин пичетпе информаци Гос. комитечĕн, Раҫҫей журналисчĕсен Союзĕн, Куславкка район администрацийĕн, Чǎваш республикин Культура министерствин, Чǎваш Республикин Патшалǎх Совечĕн грамотисене, «Пресса-2008» дипломне тивĕҫнĕ.

Автор каланǎ тǎрǎх,вǎл ытларах ачасем тата ҫамрǎксем валли ҫырать. Ӑҫта ҫамрǎклǎх  – унта юрату, ытарлǎх, романтика, ǎмǎр кунсем кулленхи пурнǎҫра та нумай тет вǎл.

Ҫырма шутларǎм вǎрǎм сǎвǎ,

Калассǎм килчĕ пит нумай.

Йĕркесенче ытла та тǎвǎр!

Чун ыратни татах чылай…

 

Эпир пĕлетпĕр: çыравçǎн çутǎ таланчĕ пирĕн вулакансене татах та, татах та нумай хитре кĕнекесемпе савǎнтарĕ.

           

 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика