Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пěчěк ялǎн сǎваплǎ ěçě

10:18 22 мая 2014 г.

Пěчěк ялсен хуйхи-суйхине ялта пурǎнакансемсěр пуçне кам-ха пěлтěр? Мулакасси Мǎратра пěлтěрех ял касǎвě тапǎра тǎракан пěве татǎлса кайнǎччě. Шǎрǎх вǎхǎтра ěнесене шыв ěçме питех те меллě вырǎн çакǎ. «Кěтÿ пěви»тесе каланǎ ǎна ěлěкех ваттисем. Çуллахи шǎрǎх кунсенче пěве типсех ларма пуçларě. Самаях нушаланма тиврě ял çыннисен. Ялти пуçаруллǎ çынсем тǎрǎшнипе кǎçал çак пěвене картласа лартма калаçса татǎлчěç. Май уйǎхěн пěрремěш кунěнче пахчари ěçсенчен пушаннǎ хыççǎн эртелпех пěве пěвелеме пуçтарǎнчěç. Кунта шкул ачисем те, ялти маттур арçынсем те, хěрарǎмсем те, туя тытнисем те килчěç , çǎмǎл алǎпа Владислав Петров пуçларě. Чǎнах та ěç кал-кал кайрě. Николай Иванов тракторпа çырмана ÿкнě пǎрǎха туртса кǎларчě. Михаил Илларионов та хурçǎ учěпе тǎм турттарчě. Кěçех Викентий Павлов та мотоблок хыçне прицеп çаклатса тǎм турттарма пикенчě. Владислав Петров алпа туртмалли урапапах темиçе хутчен пěве патне хутларě. Хěрарǎмсемпе ачасем прицепсем çине тǎм, çěр тиеме пулǎшрěç.  Арçынсем пěве татǎлса кайнǎ вырǎна килсе тǎкнǎ çěре, тǎма майласа тикěс сарса пычěç. Питě тǎрашса  ěçлерě ял халǎхě, аяккинче пǎхса тǎракан пěр çын та пулмарě. Тǎватǎ сехетре пěвене пěвелесе лартрěç.

Чǎнах та чун хěпěртерě çынсем пысǎк ěç тума пултарнишěн. Ялта харпǎр хǎйěн техника пурри ěçе çǎмǎллатрě. 76-ри А. Павлова çамрǎк чухне çěре наçилккапа йǎтсах пěве пěвеленине аса илчě. Паянхи кун та çак сǎваплǎ ěçе хутшǎнма пултарнишěн савǎнчě ватǎ çын. Степановсем, Павловсем, Ивановсем, Гигорьевсем, Васьковсем çемйипех хутшǎнчěç.

Л.ПАВЛОВА

 

 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика