Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ЧǍВАШЛǍХА УПРАР ĔМĔРЛĔХЕ

10:24 30 апреля 2014 г.

Ака уйǎхĕн 29- мĕшĕнче Туҫи Çармǎсри тĕп шкулта чǎваш чĕлхи эрнине вĕҫлесе «Чǎвашлǎха упрар ĕмĕрлĕхе» ятлǎ пысǎк уяв иртрĕ. Ăна Культура ҫулталǎкне тата Патшалǎх символикисен кунне халалланǎ. Малтан ачасем Патшалǎх символикисем ҫинчен тунǎ презентацие пǎхрĕҫ, унтан уяв программи пуҫланчĕ. Ăна ЧР Гимнĕпе пуҫларĕҫ. Уяв программине Маркова Анита, Кузюкова Ксюша тата Филиппова Снежана питĕ аван ертсе пычĕҫ. Программǎра сǎва-юрǎ, шӱтсем, кулǎшла сценкǎсем пулчĕҫ. Уйрǎмах куракансене 8-мĕш классем хатĕрленĕ «Мунча мыскари», «Лекторсем» сценкǎсем, вǎйǎ, Маркова Анита юрланǎ юрǎсем питĕ килĕшрĕҫ. Сǎмах май каласан, Анита ку номерсемпе республикǎра ирттернĕ  ǎмǎртусенче палǎрнǎ.Уявра Чернов Костя, Козлов Андрейпа Волков Саша, Убаков Сергей, Никифорова Катя та хайсен пултарулǎхĕпе тĕлĕнтерчĕҫ.Пултаруллǎ ачасем пурах ҫав вĕсем, вĕсене вǎхǎтра асǎрхаса, пултарулǎхне малалла аталантарма пулǎшмалла ҫеҫ. Уява пуҫламǎш класра вĕренекенсем те тĕплĕ хатĕрленнĕ. « Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре!  Çÿлтен  çÿле çĕклер ăна!» - ҫак сǎмахсемпе вĕҫленчĕ уяв. Чǎнах та, тǎван чĕлхене хисеплесси , унǎн чыс- сумне ӱстересси пĕр эрнелĕхе ҫеҫ мар, яланлǎха пытǎрччĕ. 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика