Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Василий Петров: «Мухтавлă ентешпе, 3-мĕш космонавтпа А.Г. Николаевпа 1962- мĕш çулта Смоленск хулинче тĕл пулнине аса илни»

00:00 12 апреля 2011 г.

Василий Петров: «Мухтавлă ентешпе, 3-мĕш космонавтпа А.Г. Николаевпа 1962- мĕш çулта Смоленск хулинче тĕл пулнине  аса илни»

1962 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче  пире,  салтаксене, 3-мĕш  космонавтпа тĕл пулăва   кайма строя  тăратрĕç. Пурте пухăнса  строя тăрсан, политпай пуçлăхĕ  Никитин подполковник мана  стройран чĕнсе  илсе хамăр чаçри  чăваш ачасен ушкăнне  А. Г. Николаев космонавтпа  паллаштарма хушрĕ. Космонавта нумай ыйтусем парса  вăхăта чăсмалла марри çинчен аса илтерчĕ. Космонавтăн  кашни минучĕ  шутрине, вĕсен ытлашши вăхăт çукки  çинчен пĕлтерчĕ. Тĕлпулу драма театрĕнче пулмалла. Театр çурчĕ пирĕн чаçрен  инçех марччĕ, унта  эпир çуранах çитрĕмĕр. Эпир  çитнĕ чухне  залра халăх  тăп тулличчĕ. Пире валли вырăнсем хатĕр, пурте вырнаçса лартăмăр. Ларса вырнаçса пĕтсенех  сцена çинчи трибуна çинче ларакансем  хушшинче хамăр  ентеше Андрияна палласа илтĕмĕр. Вăл ыттисем хушшинче уйрăмрах курăнчĕ. Пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ, хура çÿçлĕ, кăкăрĕ çинче  ылтăн çăлтăрлă майор ларать. Тухса калаçакансем хушшинче  вĕсен часть командирĕ, полковник пулчĕ.  Андрияна кăткăс лару-тăрура  самолета  ăнăçлă антарса лартнăшăн алла çыхмалли сехет парнеленине,  çав сехетпех  вăл космосра пулни çинчен аса илчĕç. Смоленск хулинче пурăнакан юлташсем тата ытти çынсем калаçрĕç.

Смоленск хулин ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ хулан пĕр урамне  Николаев ятне пани çинчен вуласа пачĕ.  Малтанхи Красин -1 урам А.Г. Николаев  ятпа улшăнчĕ.  Ку хыпара халăх алă çупса кĕтсе илчĕ.  Кăçал Смоленск çыннисем  А.Г. Николаев  палăкне лартма шутларĕç.  Паллах, Андриян палăкĕ çав урамра вырнаçать пулĕ.

Каярахпа Андриян хăй сăмах каларĕ. Смоленск хулипе çыннисене чĕререн килĕштернине, ку хулара нумай хушă службăра тăнине, юлташĕсем нумаййи çинчен аса илчĕ.  Вĕçев вăхăтĕнче самолет итлеме пăрахни, парашютпа усă курмасăрах самолета ăнăçлă антарса лартинине аса илчĕ. Кунтанах космонавтсен отрядне куçни çинчен , космонавтсен отрядĕнче те Смоленск çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш комонавтпа  Юрий Гагаринпа юлташлă пулнине аса илчĕ.

Космосри вĕçев хыççăн  кĕске вăхăт каннă хыççăн  пĕрремĕш  çул-çÿрев Смоленск  хулинчен  пуçланнă. Эпир   вара,  чăваш ачисен ушкăнĕ,  пĕрремĕш делегаци пултăмăр. Пире  службăра дисциплинăна пăхăнса малти  вырăнта пулнăшăн тав турĕ, малалла та  çавăн пекех  пулма ырлăх-сывлăх  сунчĕ.  Иксĕмĕр  ыталанса илтĕмĕр, ĕмĕр асăнмалла  сăн ÿкертĕмĕр. Хăш районтан  пулнине  ыйтрĕ. Марпосад районĕнчен хăшĕ пуррине ыйтрĕ.  Çапла кĕске тĕлпулу  хăвăрт иртсе кайрĕ. Маншăн ĕмĕрлĕх асра юлчĕ.

Вăхăт иртсе пычĕ. Андриян Николаев космоса тепре вĕçрĕ. 1975 çулхи декабрĕн  25-мĕшĕнче иккĕмĕш хут «Янгорчино» колхозĕн клубĕнче  курнăçрăмăр.  Кĕске вăхăт малтанхи  Смоленск хулинчи  тĕлпулăва аса илтĕмĕр. Татах асăнмаллăх сăн ÿкертĕмĕр. Уйрăлнă чухне  виççĕмĕш тĕл пулăва хамăр колхоза  чĕнтĕм.  Андриян тепĕр хутчен те курнăçма  хирĕç пулманнине  каларĕ.  Манăн йыхрав çине С.М. Ислюков* «Кашни гектартан 35 ц тĕш тырă пухса илетĕн, ун чухне сирĕн пата  та пырăпăр»,- тесе хуравларĕ.  Вăл вăхăтра  эпĕ Суворов ячĕллĕ  колхозра бригадирта  ĕçлеттĕм. Пирĕн колхозăн вăл çул 20 ц тухнăччĕ. Эпир 35 центнер тырă илеймерĕмĕр. Виççĕмĕш хут ÿкерĕнесси  пулмарĕ. Андриян пирĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса  кайрĕ. Манăн асра ĕмĕрлĕхех тăрса юлчĕç çав кунсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика