09:20 01 декабря 2021 г.
Чăваш тěрри – халăх пуянлăхě.
Чăваш тěрри çыруллă теççě
Илемлě вăл чунтан тусан.
Чăваш тěрри хăватлă теççě
Ытарлă вăл чунпа туйсан.
Тěрě – чăваш халăхěн тупри. Асанне – кукамай тěрě-эрешпе тумтире кăна мар, кил-çурта шалтан илемлетнě. Халăхăн йăли-йěркине аса илтерес тěллевпе эпир, пусламăш класс вěрентекенěсем, шкулта ачасене тěрě вăрттăнлăхěсемпе паллаштартăмăр. Эрешсем ӳкертěмěр, вěсен пěлтерěшě çинчен калаçрăмăр. Ачасем асламăшě-кукамăшě арчисенчи чăваш тěрриллě япаласене илсе килсе пěр-пěрне паллаштарчěç.
1-мěш класра ăс пухакан ачасем, куракансем тěрленě япаласене кăсăклансах сăнарěç.
МБОУ «Ермошкинская СОШ» Вурнарского района
Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа