Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çепĕç йăлтăравлă çуркунне.

13:08 08 марта 2023 г.

 

Çепĕç йăлтăравлă çуркунне.

Яланах çапла вăл, чăн=чăн çуркунне çитес умĕн, пурте пĕрле пухăнса, ӑшӑ кӑмӑлпа, Мартӑн 8-мӗшне паллӑ тӑватпăр. Тӗнчере урӑх ниҫта та çак куна çапла уявламан пекех туйăнать хăш чухне. Хамăрăн кукамайсене, аннесене,арӑмсене, савнӑ хӗрсене чи ҫутӑ туйӑмлă сăмахсемпе савăнтарма тăрăшатпăр. Чăнах çапла вĕт!

Тӳпери хӗвелĕ вăйлӑрах ҫутаттӑр,

Ҫурхи кĕвĕ пÿлĕмре ян=ян янратăр.

Санпала çапла ӗмӗрлӗхех пулӑпӑр,

Парнелесе хамăрăн чăн юратӑва!

    Эпир, арҫынсем, сирӗнпе чӗререн мухтанатпӑр, сире юрататпӑр. Эсир пӗр вӑхӑтрах тăван килте, хуçалăхра, тĕрлĕ ĕçре темӗн чухлӗ ӗҫ туса пӗтеретӗр те, ҫав вӑхӑтрах ачаш, ҫутӑ, ытарма ҫук кӑмӑллӑ пулса юлатӑр. Эсир ҫак тӗнчене ҫутӑпа шанчӑк, ырлӑхпа илемлӗх парнелетӗр. Эсир пире çапла ырă кăмăлпа юратнине, пулӑшнине тата пирĕншĕнех куллен тӑрӑшнине пачах манас марччĕ малашне те.

     Пăртасри культура керменĕнче çак кунсенче "Веçех сирӗншӗн, юратнӑ ҫыннӑмӑрсем" ятпа уяв концерчӗ иртрӗ. Уяв концерчӗн пуҫламӑшӗнче Пăртасри территори округӗн начальникӗ Николай Петров тата Вӑрнар муниципалитет округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Виталий Николаев пухăннисене çурхи праçникпе саламларĕç. Вӗсем Чӑваш Республикин тата Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсен ячӗсенчен те салам сăмахĕсене çитерме пултарчĕç, зала пухăннисене ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу тата юрату сунчӗҫ. Хальхи вăхăтра аякра çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлакансен арӑмӗсемпе амӑшӗсене саламлӑ открыткӑсемпе чечексем парнелерĕç. Ялти "Гномиксем" ятлă ача сачĕнчи чиперуксем тата шкулта вӗренекенсем юрласа=ташланисем уява пушшех илем сăнĕ кĕртрĕç. Чун хĕлĕхĕсем самай çемçелни пухăннисен сăнĕсенче те палăрчĕ.

 

 

 

Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429230 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Буртасы, пер.Школьный, д.1
Телефон: 8(83537) 61-5-36, 61-5-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика