Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçлемесĕр ĕç ÿсмест.

21:21 10 февраля 2023 г.

 

Ĕçлемесĕр ĕç ÿсмест.

Кашни çулах февраль уйăхĕнче районти, малтанхи пек каласан, ял тăрăхĕсен пухăвĕсем ĕçлĕ калаçура иртетчĕç. Акă, кăçал та февралӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар муниципаллӑ округ администрацийĕн территорие тирпей-илем кӳрес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Пăртас тăрăхĕн уйрăмĕ ку яваплă мероприятие пурнăçларĕ. Кунти территори пайӗн ертÿçи Николай Петров Пăртасри ял ҫыннисем умӗнче 2022 ҫулта епле ӗҫлени пирки тулли отчет пачĕ. Çавăнпа пĕрлех 2023 ҫулта туса ирттермелли ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Отчет пуҫланиччен, халăхсем пухăннă хушăра, шкул ачисем, художество коллективӗсем тата культура ӗҫченӗсем ял ҫыннисене хӑйсен пултарулăхĕпе савӑнтарчӗҫ.

 Пухăва Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хутшӑнчĕ, курăмлă та витĕмлĕ сăмах каларĕ. Асăннă пай ертÿçи Николай Петров чи малтан бюджета епле пурнăçлани çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ялсенчи социаллă пурнăçа лайăхлатма тата экономика аталанӑвне ӳстерме палăртнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăкри тӗп финанс кăтартăвĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Унсăр пуçне Пăртас тăрăхне кĕрекен демографи лару-тӑрӑвӗ епле улшăнса пынине каласа кăтартрĕ. Кунта пурăнакан халăха куллен интереслентерекен ҫӗр ыйтӑвӗсем çинчен, право йĕркисене епле пăхăнни пирки уççăн каларĕ. Çулталăк тăршшĕпе культурӑна аталантарас енӗпе мĕнле=мĕнле мероприятисем ирттернисене, граждансен ыйтăвĕсене епле пӑхса тухнисене асăнчĕ. Çавăн пекех докладра ялсене хӑтлӑх кӗртес тата санитари йӗркипе ӗҫлес, ҫулсене тирпейлес (уйрăмах хĕллехи вăхăтра), урамсене çĕрлесенче тивĕçлипе ҫутатас ыйтусен хуравĕсем пулчĕç. Отчетра хĕл сиввисенче кăна мар, ялан тенĕ пек пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли ĕç-пуçа пурнăçа мĕнлерех кĕртсе пынисене те асăнмасăр хăвармарĕ. 2023 ҫулта Пăртас тăрăхĕн малашлӑх ĕçĕсем халĕ самаях пысăк. Н.Петров пĕлтерешлĕ задачӑсене пурнăçлама пурин те хутшăнмаллине аса илтерчĕ. Поселени пуҫлӑхӗн отчетне сӳтсе явнӑ чухне, халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑх кӗртессипе, ҫулсене юсассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма чылайăн хутшăнчĕç. Докладчик итлекенсем çĕкленĕ пур ыйтӑва та хуравсемсĕр хăвармарĕ. Вĕсене тивӗҫлӗ ӑнлантарусемпе уçса пачĕ. Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов муниципалитет округне еплерех ырă ĕç туса халăха кирлĕ пек ăна çĕнетсе пырасси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республика бюджетĕнчен вырăнти муниципалитетсене пулăшасси 1,7 хут ÿсни çинчен пĕлтерчĕ. Тĕпрен илсессĕн, район республикăра кăтартуллăн ĕçлесе пынă. Тупăш ÿсĕмĕ чакманнине пĕлтерчĕ. Вăрнар Ен иртнӗ ҫул хушшинче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне çĕклес енĕпе самай тăрăшнă. Хăш-пĕр туллин пурнăçланайман  цифра кăтартăвĕсем çĕр=шыври ытти регионсенчи пекех пулса пынă. Сăлтавĕсем те паллă. Ял хуҫалӑхӗн, промышленноҫăн, çурт=йĕр тăвас ĕçĕн малашлăхĕ пĕтĕмпех хамăртан килет, терĕ вăл. Чылай расхута вырăнти шайран республика шайне куçарни те çăмăллăх кÿни çинчен пĕлтерчĕ  район пуçлăхĕ. Малашне татах тăрăшса ĕçлемеллисем сывлӑх сыхлавӗнче те, культурӑра та, вырăнти хӑй тытӑмлӑх организацийĕсенче те пурри çинчен каларĕ вăл.

 Ҫавӑн пекех пухура Александр Михайлов, Раҫҫейри "Вӑрнар" полицийӗн участокри уполномоченнӑйӗ тухса калаçрĕ. Вӑл правона пӑснă тĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтри преступленисен ҫӗнӗ тӗсӗсем ҫинчен (телефонпа усă курса улталакансем т.ыт. те) каласа пачӗ. Вӗсем, иккен, час-часах шӑнкӑравласа банкра е полицинче ĕçлекенсем тесе пĕлтереççĕ, çыннăн банк карттин ПИН-кочĕсене тĕрлĕрен улталаса пĕлме тăрăшаççĕ, укçана куҫарма темĕнле суя салтав та шыраса тупма пултараççĕ. Пин=кодсене шанчăклăн упрамалли çинчен аса илтерчĕ полици ĕçтешĕ. Ҫакӑн йышши ĕçпе аппаланакан преступниксен аллине епле лекмелле марри пирки халӑха тӗплӗн каласа пачӗ. Юлашкинчен, пухăннисем пурте аталану çулĕпе малалла çирĕппĕн утмаллине палăртрĕç. Тилхепи – хамăр алăрах, терĕç.

 

Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429230 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Буртасы, пер.Школьный, д.1
Телефон: 8(83537) 61-5-36, 61-5-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика