Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пăртасри концерт

19:33 03 февраля 2021 г.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ çĕнĕрен туса лартнă Пăртасри клуба савăнăçлă лару-тăрура уçнăранпа. Самай йышлă пурăнакан ял халăхне питех те кирлĕччĕ вăл. Иртнĕ çулта культура керменне хута янă пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ О.А. Николаев хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче те асăнчĕ. Тепĕр хут Тав сăмахĕ калас килет ертÿçĕсене ял вучахне чĕртме пĕтĕм майсем туса панишĕн!

Ĕнерхи кун ял клубĕ, паллах, эпидеми условийĕсене туллин пăхăнса, тепĕр хут йăл çуталчĕ. Хăнара Ярмушкари ветерансен «Утмăлтурат» фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Тĕнчере чăваш юрри чуна епле çĕклеме пултарнине тепĕр хут кăтартса пачĕç ывăнма та пĕлмен яшлăх çуначĕллĕ юрăçсем. «Ҫуркунне хура вăрман симĕссĕн курнать» халăх юррине халăх темиç хут та итлеме хатĕр пулчĕ. Пурăнма, ĕçлеме çамăлрах пулса каять кунашкал юрăсем, такмаксем хыççăн. Савăнăçлă концерт пурне те килĕшрĕ. Вăл вĕçленсен тухса калаçакансем те – Федорова Р.В., Петров Н.П. тата ыт. те çакнах палăртрĕç. Вĕсем районти чăн-чăн артистсене пĕтĕм чĕререн тав турĕç, кĕвĕллĕ чун сасси Пăртасра татах та янрассине чăтăмсăррăн кĕтни пирки пĕлтерчĕç.

Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429230 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Буртасы, пер.Школьный, д.1
Телефон: 8(83537) 61-5-36, 61-5-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика