Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пăртасри ĕçлĕ канашлу

14:40 26 марта 2019 г.

Тĕрлĕ çăлкуçсем (радио, телевидени, интернет, хаçат=журнал) тăрăх республикăри тĕрлĕ вырăнсенче ял уявĕсене ирттерни пирки тăтăшах илтетпĕр. Тĕплĕн хатĕрленсе, çакнашкал ял=йыш уявĕ еплерех пулмаллине уçăмлатас тĕллевпе, кăçалхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пăртасра та ĕçлĕ канашлу туса ирттерчĕç. Унта ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе клуб, шкул ĕçченĕсем, предпринимательсем, вырăнти тата районти депутатсем хутшăнчĕç. Ырă канашсемпе тата сĕнÿсемпе калаçакансен йышĕнче Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитет пуçлăхĕ Эдуард Бахмисов тата Пăртасра çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăх институчĕн аслă ăслăх ĕçтешĕ Леонид Петров та пулчĕç.

         Тĕп ыйтусем йышĕнче чи малтан уяв программипе сценари епле пуласси, вырăнти халăха явăçтармашкăн куравсем, тĕрлĕ конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем еплерех ирттересси тавра калаçни пулчĕ. Пухăннисем ку уява йăлтах çĕнĕлле – пĕтĕмпех чăвашла - йĕркелеме тĕв турĕç. Кино=сюжетсем ÿкермешкĕн Мускав таранах чĕнсе ямаллине асăнчĕç. Ял-йышăн вара авалхи йăласене, тумтире, ĕç хатĕрĕсене упраса хăварнине, несĕлсене сума сунине, юрра=ташша ăста пулнине кăтартса пама пĕлмелле терĕç. Уйрăмах тата ял тăрăхĕнче йăхсем уяв тĕрекĕ пулмаллине ятарласа палăртрĕç.

         Ку тĕлĕшпе, çакна та каласа хăвăрни вырăнлă пулĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пăртас ялне йĕркеленĕренпе 300 çул çитнине уявламалла тесе палăртнăччĕ.  Анчах та районти хаçатра, А. Стеклов тĕпчевçĕ пичетленĕ статья тăрăх, документсенчен вăл чылайăшне Мускав архивĕнче çырса илнĕ, Пăртас ялне чи малтан 1671 çулта асăнни тĕл пулать („Пăртассемпе тукайсен несĕлĕсем унччен ăçта пурăннă“. - „Çĕнтерÿ çулĕ“, пуш, 16, 2019), эппин, Пăртас чăннипех районти чи ватă ялсенчен пĕри шутланма пултарать . Ларăва хутшăнакансем те çакнах палăртрĕç.

         Э.К. Бахмисов сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн, уява хутшăнакансен пурин те, ватти=вĕтти таранах, тăван халăх кĕпи=тумтирĕпе пулмалла. Кашни тавраш вара пĕр=пĕр авалхи йăлана (хăна=вĕрле, ака=суха, апат=çимĕç, атă=пушмак, сĕтел=пукан, ут=лаша хатĕрĕ, çĕвĕç, платник, хурт=хăмăр, сунар ĕçĕсемпе çыхăннисене тата ыт. те) кăтартса пама пултарать. Ÿссе çитĕнекен ăрăва авалхи йăла=йĕркене тепĕр хут аса илтерни тăван çĕре еплерех юратмаллине вĕрентме тивĕç. Çак пысăк уява районти культура ĕçченĕсем, ял старостисем, тен, Çавал тăрăх вырнаçнă чăваш ялĕсен уйрăм çыннисем хутшăма пултараççĕ.

         Уявччен вăхăчĕ нумаях юлмасть пулин те, уявăн ятарлă паллине, баннерне, гербне туса сĕнмешкĕн конкурс пĕлтермелле. Ял урамĕсене, паллă вырăнсене илем кĕртмелле, кирлĕ вырăнта йывăçсем лартмалла... Ял хутлăхĕн ĕçĕ=хĕлне куллен Пăртас администрацийĕн сайчĕнче пĕлтерсех тăмаллине те палăртрĕç пухăннисем.

         Паллах, уяв йăли=йĕрки тата мешехине тĕрĕс палăртса йĕркелемелли пĕтĕмпех хамăртан килет. Çĕр=шывĕпех саланнă хăнасем те самай йышпа килсе çитесси каламасăрах паллă. Эппин, ял=йышăн явапĕ пушшех ÿсет. Кăмăл=туйăмсене çĕклемешкĕн, палăртнă кун,  каçхине, уяв салючĕ те пулма пултарать.

Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429230 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Буртасы, пер.Школьный, д.1
Телефон: 8(83537) 61-5-36, 61-5-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика