Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăварни Пăртасра

08:26 11 марта 2019 г.

Çăварни, çăварни...

Паян кĕçĕн çăварни!

Пурте килĕр уява

Сивĕ хĕле ăсатма

Çуркуннепе савăнма -çакăн пек сăмахсемпе пуçланчӗ пуш уйăхӗн 10-мӗшӗнче  Пăртас ялӗнче чăвашсен уявӗ. Халăх ирхи 10 сехет валли Лесной урамӗнчи «Космос» лавкка умне пуçтарăнчӗ. Уяв Пăртас ял тăрăхӗн пуçлăхӗн Н.П. Петровăн салам сăмахӗнчен пуçланчӗ. Вăл пуçтарăннă ял халăхне, хăнасене ырлăх-сывлăх, ăмăртусенче ăнăçу сунчӗ, уява хатӗрлеме пулăшакансене – Н. Савельевăна, О. Ивановăна, Ю. Шашкова, В.Викторова тав сăмахӗ каларӗ. Вăрнар районӗн депутачӗ В.В. Николаев та сăмах илчӗ.

Уяв программине Пăртас тăрăхӗн культура ӗçченӗсем тăсрӗç. Вӗсем илемлӗ юрăсемпе тата ташăсемпе  ял халăхне савăнтарчӗç. Çав хушăра ял халăхӗ те тунсăхламарӗ. Вăл тӗрлӗ тӗслӗ вăйăсенче хутшăнчӗ: йӗлтӗрпе чупасси, гиря çӗклесси, канат туртасси, шашкă-шахмăтла вылясси.

Ял-халăхне ял администраци ӗçченӗсем икерчӗпе, чейпе сăйларӗç. Пăртас ял усламçисем, М.Б. Мокшинапа Н. Леонтьева шашлăк тата шаркку çитерчӗç, çӗнтерӳçӗсене валли кучченеçсем хатӗрлерӗç.

Уявăн вӗçӗ – чучело çунтарасси. Анчах та ял çыннисем саланма васкамарӗç. Вӗсем мини-футбол: арçынсем хӗрарăмсене хирӗç вылярӗç. Юрă вара пӗр минут та чарăнмарӗ, Янăпа Анжела ертсе пыракансем ташă каçӗ туса пачӗç.

Буртасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429230 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Буртасы, пер.Школьный, д.1
Телефон: 8(83537) 61-5-36, 61-5-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика