Большеторханский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хамăрăн символсене асра тытмалла

20:02 29 апреля 2015 г.

Виçĕмлĕ пĕрлĕх – герб, ялав тата гимн Чăваш халăхĕн историйĕпе ĕмĕртен ĕмĕре  тăсăлакан чаплă  йăли-йĕркине сăнарлать. Гербпа ялава икĕ чи ăшă тĕс  – хĕвелпе çулăм тĕсĕ – илем кӳрет. Чăваш гимнĕн кĕввипе сăмахĕсем илемлĕн янăраççĕ. Вĕсем патриотлăхпа тулнă, чуна хускатса ăна хавхалану кӳреççĕ, чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ. Чăваш Енĕн патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ – халăх пуянлăхĕ, вĕсем унăн наци пĕрлĕхне, иртнипе  хальхин тата пулассин çирĕп çыхăнăвне кăтартаççĕ.Вĕсем Чăваш Ен культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне, Чăваш Республикинче туслă та килĕштерсе пурăнакан мĕн пур наци тата тĕн çыннин пĕрлĕхне сăнарлаççĕ.

Глобализаци саманинче, пирĕн халăхăмăрăн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварас, Тăван çĕр-шывпа çыхăннă юрату туйăмне, историе хисеплессине çитĕнекен ăрăва парас тĕллевпе ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Иртеменкассинчи ял библиотекинче  вĕренекенсемпе Чăваш Республикин символĕсем çинчен калаçу ирттерчĕç. Пĕтĕмĕшле калаçу тĕпелĕ ăнăçлă иртрĕ. Ачасем калаçура активлă пулчĕç, Чăваш Республикин патшалăх символĕсем – пирĕн историн уйăрайми пайĕ пулнине ăнланчĕç.

Большеторханский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429201 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Большие Торханы, ул. Советская, д.2
Телефон: 8(83537) 61-8-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика