Большеторханский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тӑван чӗлхе — иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ

17:53 26 апреля 2015 г.

Чăваш енре 2015 çула Константин Ивановăн илемлĕ чăваш литературин никĕслевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ҫак йышăну тăван чĕлхене тата литературăна упраса хăварас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулмашкăн пулăшма тивĕç. 

Чăваш чĕлхине упраса пирĕн культура, чĕлхе ăруран-ăрăва куçса пырассине тивĕçтерес тĕллевпе Иртеменкасси вулавăш çуртĕнче кашни çулах чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем иртеççĕ. Эпир чăваш чĕлхи кунне чăваш халăхĕн культурăн чаплă ĕçченĕ тата вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕнче çуллен паллă тăватпăр.

Тӑван чӗлхе—тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр. Аннен кӑкӑр сӗчĕпе пӗрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассине пирӗн хӑлхана чӑвашла сăпка юрри илсе çитернĕ. Халĕ вара чăвашла сăпка юрри юрлакансем сахалланса пыраççĕ. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ.Чӑваш ҫӗршывӗнче пурăнакан каш­ни ҫыннӑн чӑваш чӗлхине пӗлмелле, вӗренмелле, хисеплемелле, упрама тӑрӑшмалла.

Большеторханский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429201 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Большие Торханы, ул. Советская, д.2
Телефон: 8(83537) 61-8-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика