Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чěлхе – анне чӗлхи

14:53 26 апреля 2021 г.

Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи.

Эс – чун пахи, эс – чун уҫҫи.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе,

Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи!

       Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать.

        И.Я.Яковлев чăваш халăхне питĕ юратнă, тăван халăхшăн калама çук нумай ĕç туса хăварнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем:  çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелени, чăваш букварьне кăларни, шкулсем уçса вĕсенче чăваш ачисене вĕрентни, чăваш учителĕсем хатĕрлени. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче»: «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те ак манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ», - тесе çырса хăварнă.

        Ака уйӑхӗн 25 –мӗшӗ чӑвашсемшӗн пысӑк уяв. Ҫак кун, кӑҫалхипе 29-мӗш ҫул ӗнтӗ, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа ирттерекен уява  анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ.  Шахач ял тăрăхěнчи ял библиотекинче те çак уявсене халалласа мероприяти  иртрě.  Пуҫламӑш класра вěренекенсемпе  Светлана Убаськина библиотекарь  ҫак кун  тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗ: И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллашрěç, Халал сӑмахӗсене вуласа тишкерчӗҫ.   Тăваттăмĕш класра вӗренекен ачасене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн кун-ҫулӗ ҫинчен презентаци  кӑтартса тӗплӗнрех каласа пачӗ,  «Чăваш çырулăхěн аслашшĕ» куравпа паллаштарчě.

 

 

Сигачинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика