Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кулӑш пултӑр яланах ҫумра!

14:18 01 апреля 2023 г.

     Кулӑш ҫур пурнӑҫ тенӗ мӗн авалтан. Чӑннипех савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа, шӳтлесе пурнӑҫланӑ ӗҫсем кал-калтарах пулса пыраҫҫӗ. Ӗмӗтленнӗ емӗтсен вӗҫне ҫитме те ун чухне ҫӑмӑлрах.
    Ҫакна шута илсех ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипех Кулӑш кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывра ӑна тӗрлӗрен уявлаҫҫӗ. Кашнийӗшӗнех ҫирӗпленнӗ хӑйне евӗрлӗ пулӑмсем пур.
     Сителти культура ӗҫченӗсем те йӑланӑ кӗртсе кашни ҫулах ӑна анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та клубпа библиотекӑра мероприяти ирттерчӗҫ. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
     Уява пуҫласа Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь Кулӑш кунӗн историйӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан ачасене хаваслӑ викторинара, конкурссенче ӑмӑрттарчӗҫ. Маттур та пултаруллӑ шӑпӑрлансем тӗрлӗ ыйту ҫине хуравласа питӗ тавҫӑруллӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗҫ.
     Уявӑн малалли пайӗнче культура ӗҫченӗсем ачасене тӗрлӗ вӑйӑ выляттарчӗҫ. Вӗсем ӑмӑртусенче хастӑр тупӑшса хӑйсем еплерех маттур пулнине кӑтартса пачӗҫ. Ҫавӑн пекех уявра чи маттуррисем пӗр пӗрне кӑсӑклӑ кулӑшла историсем каласа култарчӗҫ.
     Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче кулӑш кунӗпе пӗрле кайӑксен кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем мероприятинче пирӗн ҫунатлӑ туссене те манса хӑвармарӗҫ. Ачасене вӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Кайӑксем ҫинчен тупмалли юмахсем парса тупсӑмне шыраттарчӗҫ. Унтан шӑпӑрлансем хӑйсене килӗшнине асӑнмалӑх ӳкерчӗк туса сӑрласа илемлетрӗҫ.
      Паянхи кун пирӗн пӗчӗк туссене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Яланах ырӑ чунлӑ пулмаллине, кирек хӑш йывӑрлӑхра та ҫӗнтерме май пуррине вӗрентрӗ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика