Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ "Манӑҫми Митта Ваҫлейӗ"

14:41 06 марта 2023 г.

    Ҫак кунсенче пирӗн паллӑ та питӗ пултаруллӑ ентеш-сӑвӑҫ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ.  Шӑпах ку пулӑма халалласа Сител вулавӑш пункчӗнче  "Манӑҫми Митта Ваҫлейӗ" ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ иртрӗ. Митта Ваҫлейӗ- чӑваш поэзийӗнчи чи ҫутӑ ятсенчен пӗри. Константин Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑснӑ май  чӑваш литературинче  аталанлӑ тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн "Митта Ваҫлейӗ – чӑн халӑх поэчӗ"  сӑмахӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.
  Оксана Хомуткина библиотекарь мероприятинче сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Вӑл  каласа панинчен пухӑннисем пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Первомайски салинче хресчен ҫемйинче сӑвӑҫӑмӑр  ҫурални ҫинчен пӗлчӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗн калаҫӑвӗ тӑрӑх Митта Ваҫлейӗн шӑпи питӗ йывӑр пулни палӑрчӗ. Поэт тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӗмперти педагогика техникумӗнче малалла вӗренет. Ҫамрӑк поэтӑн "Тӑван ен енче" пӗрремӗш сӑввине 1924 ҫулта "Сунтал" журналта пичетленӗ. 1932 ҫулта "Лирика" сӑвӑсен пӗрремӗш кӗнеки ҫутта тухнӑ. Вулакансем Василий Егорович художествӑлла куҫарупа та ӗҫленине те пӗлнӗ: Пушкинӑн "Борис Годунов"  тата  "Олег ҫинчен калакан юрӑ" трагедине, М. Горькийӑн  "Фома Гордеев" романне,  С. Есенин, М. Джалиль, Г. Гейне тата ытти паллӑ поэтсен сӑввисене куҫарнӑ.
  Библиотекарь йӗркеленӗ литературапа таврапӗлӳ сехечӗ пуян содержаниллӗ пулчӗ. Унта сӑвӑҫ ҫинчен кӑна мар унӑн хайлавӗсемпе  те паллашма пултарчӗҫ. Кашниех хӑйсене килӗштернӗ сӑввисене илсе вуласа киленчӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика