14:07 07 марта 2023 г.
Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ ҫуркуннехи чи ҫепӗҫ уяв парнелет пире. Ҫак çут тĕнчере чи хаклӑ та илӗртӳллӗ пикесене чысламалли тата та хытӑрӑх юратнине палӑрмалли кун Пурнăçра вĕсем чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пĕр вăхăтрах чи ачаш та çепĕç пулма пултараканскерсем кил вучахне упраççĕ, çемье ăшшине парнелеççĕ, тĕрлĕ ĕçре çирĕп те хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлама та ĕлкĕреççĕ.
Шăпах çак сумлă та хисеплĕ пикесене çывхарса пыракан Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа Сителте Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор «Савӑнӑҫ парнелетӗр пире» уяв ирттерчĕç. Унта ялти чăннипех маттур та пултаруллă асаннесемпе аннесем, аппасемпе йăмăксем пыма хапăл турĕç.
Уявра çак чи хитре те илĕртÿллĕ яланах Сител шăпишĕн çунакан пикесене çуркуннехи чи ăшă кун ячĕпе культура ĕçченĕсем ырă та чунран тухакан сăмахсемпе саламласа яланах чечек евĕр хитре, хĕвел евĕр çутă та таса пулма сунчĕç.
Мероприятире кил вучахĕн управçисем нумай вăйă-конкурса хаваспах хутшăнса тупăшрĕç. Тĕрлĕ профессие алла илнĕ пикесен уявра артист, ÿнерçĕ, музыкант, ташӑҫӑ та пулма тÿр килчĕ. Вĕсем кунта хăйсен пултарулăхне çуллĕ шайра кăтартса илемлĕ юрăсем шăрантарса, хаваслă ташăсем ташласа вăхăта сая ямасăр ирттерчĕç.
Чи сăваплă та сумлă хĕрсем маттуртан уяв питĕ кăсăклă та усăллă пулчĕ. Кашнийĕшех чун каниччен киленсе яланах çапла пĕрле савăнма палăртрӗҫ. Çапла хĕрарăмсем пуррипе тÿпе те янкăртарах, хĕвелĕ ăшăрах, уявĕ те иртет – чаплăрах.
Первомайское сельское поселение Батыревского района